Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

16-мĕш хут

Округри йывăр атлетсем регионти тата вырăнти ăмăртусенче ăсталăха туптасах тăраççĕ.

Елчĕкри Спорт çуртĕнче Чăваш Республикин нумай хутчен чемпионне тата рекордсменне, СССР спорт мастерне Исаак Портнова асăнса ирттернĕ черетлĕ турнирта 6 округпа хуларан килнĕ спортсменсем вăй виçнĕ.

Уйрăм виçе категорийĕсенче пьедесталăн чи çỹлти картлашкине çаксем йышăннă: Екатерина Александрова (Етĕрне), Герман Романов (Патреккел), Антон Айметовпа Тихон Александров (Елчĕк), Артемпа Дмитрий Перцевсем (Питтĕпел), Роман Алексеевпа Алексей Кириллов (Вăрнар), Никита Антонов (Комсомольски), Андрей Каюков (Шупашкар).

16-мĕш турнира ирттерме Аслă Пăла Тимешĕнчи «Юман» спортклуб воспитанникĕсем пысăк пулăшу кỹнĕ.

Икĕ хут чемпион

Санкт-Петербургра ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен «Ярыгин Wrestling Team 2023» турнирĕ иртнĕ.

Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен, Белоруссипе Абхазирен 420 атлет хутшăннă унта. Елчĕк ачи — хăйĕн ятне çĕршыври нумай паллă ăмăртура пĕлтерме те ĕлкĕрнĕ Михаил Миллин чемпион пулса тăнă. Халĕ ĕнтĕ асăннă турнирăн 2 хут паттăрĕ вăл. Кăçал вара виççĕмĕш чемпион пиçиххийĕ ку. Çулталăк вĕçленмен-ха, тен…

Çурçĕр тĕп хулинчи ăмăртăва кайса килме Мишăпа ашшĕне — Константин Миллин тренер-общественника Александр Головин, Александр Арбузов, Алексей Адюков, Дмитрий Зайцев, Эмилия Головина пулăшнă.

Кỹршĕри турнирта

Патăрьелĕнчи «Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕнче Ф.П.Моисеева халалласа йĕркеленĕ республикăри турнира кире пуканĕ йăтакансем Чăваш Енрен, Ульяновск, Самар облаçĕсенчен пуçтарăннă.

Кавал ялĕнчи София Соловьева тетĕшне, тĕнче класлă спорт мастерне Сергей Соловьева пăхнă-тăр: кашни ăмăртурах 1-мĕш вырăна тивĕçет. Кỹршĕсем патĕнче вăл çапла майпа телевизорлă та пулнă. 2-мĕш призерсен йышне Елена Плотникова, Герман Гладков, Дмитрий Енедеров, Александр Константинов кĕнĕ. Наталья Мартынова, Алена Николаева, Алексей Скворцов — виççĕмĕш.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code