Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уйăхлăх пуçланнă

Уйăхлăх пуçланнă

Чăваш Республикинчи патшалăх техника асăрхавĕн инспекцийĕ «Чи лайăх тракторист» уйăхлăх пуçланни çинчен пĕлтернĕ.

Ĕççи вăхăтĕнчи уйăхлăха патшалăх автоинспекцийĕпе пĕрле ирттереççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — хĕрỹ тапхăрта граждансен хушма хуçалăхĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсенче транспортпа усă курнă чухнехи хăрушсăрлăхне çирĕплетесси. Уйăхлăх сентябрĕн 20-мĕшĕччен пырать.Çак тапхăрта инспекторсем тракторсемпе комбайнсен тата ытти ял хуçалăх техникин юсавлăхне, вĕсене регистрациленине, патшалăх тĕрĕслевĕнче пулнине, водительсен руль умне лармалли докуменчĕсем пуррипе çуккине тĕрĕслĕç.

Патшалăх техника асăрхавĕн инспекцийĕн ертỹçи Владимир Димитриев палăртнă тăрăх, çакăн евĕр мероприятисем пĕлтерĕшлĕ, усăллă. Иртнĕ çул, тĕслĕхрен, çакăн пек рейдсен вăхăтĕнче 400 единица ытла техника тĕрĕсленĕ, йĕркене пăснă 83 тĕслĕх тĕлĕшĕпе протокол çырнă.

— Пирĕн тĕллев — аварисем пулас хăрушлăха чакарасси, инкексенчен сыхланасси, саккун ыйтнине çирĕп пăхăнакан механизаторсене хавхалантарасси, — тенĕ Владимир Дмитриев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code