Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çивĕч ыйтусене тишкернĕ

Çивĕч ыйтусене тишкернĕ

Округ администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн пĕрремĕш суйлавĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта округ пуçлăхĕ Леонард Левый, территори пайĕсен пуçлăхĕсем, администрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăннă.

Пухăва Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн председателĕ Вячеслав Сядуков ертсе пынă.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 3 ыйтăва пăхса тухнă. Халăх суйлавçисем чи малтанах çĕрсене вырăнти пĕлтерĕшлĕ уйрăмах сыхлакан территорисен çĕрĕсен шутне кĕртес, вĕсемпе усă курас тата вĕсене упрас Йĕркене çирĕплетнĕ. Йышăну проекчĕпе округ пуçлăхĕн çумĕ — администрацин экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Марина Павлова паллаштарнă.

Малалла депутатсем Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн 2022 çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕнчи 4Ỹ5-с номерлĕ «Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн муниципалитет çул-йĕр фондне йĕркелесси çинчен», 2024 çулхи апрелĕн 2-мĕшĕнчи 2Ỹ2-с номерлĕ «Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн территорийĕсене тирпей-илем кĕртмелли Правилăна çирĕплетесси çинчен» йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртнĕ.

Ларура çавăн пекех награда докуменчĕсене те пăхса тухнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code