Понедельник, 9 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тỹpĕ эфир йĕpкелесе округра пурăнакансен ыйтăвĕceм çине хуравланă. Ыйтусем ытларах «Пуçару бюджечĕ» программăпа çыхăннисем пулнă. Тỹpĕ эфир Чăваш Республикин регионне ертсе пыракан центр йĕpкеленипе иртнĕ. Асăннă центртан пĕлтернĕ тăpăx, çyлталăк пуçланнăpaнпа округ халăxĕнчен 70 ытла ыйту килнĕ. Вĕceн пысăк пайĕ çул-йĕpe тивĕçлĕ тытса тăрассипе, тавралăxa тирпей-илем кĕpтессипе тата ыттипе çыхăннă. Эфирта пулнă ыйтусемпе тата хуравсемпе паллашар-ха.

— Ĕнелĕнче Кĕçĕн Пăла урлă хывнă кĕпере юсасси пирки мĕнле-ши? Проекта хутшăнса эпир кăçалхи июль уйăхĕнче суммăн 10 процентне пуçтарнăччĕ.

— Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствине июнь уйăхĕнче 241,5 пин тенкĕлĕх заявка тăратнă. Проект конкурс витĕр тухнă, 2024 çулта ĕçе кĕртетпĕр.

— Пире, Аслă Елчĕкри Первомайская, Лермонтов тата Макаренко урамĕсенче пурăнакансене, çырма урлă каçма кĕпер кирлех. Вăл авариллĕ лару-тăрура пулнипе автомашинăсемпе каçма çук.

— Паянхи куна кĕпере юсама 157,7 пин тенкĕлĕх смета документацийĕсене туса хатĕрленĕ.

— Тỹскел ялĕнчи Новая урамĕнчи çулăн пĕр пайне юсанă. Ăна вĕçлемешкĕн «Пуçару бюджечĕпе» укçа-тенкĕ уйăрĕç-ши?

— 2024 çулта Новая тата Магазинная урамсенчи çулсене йĕркене кĕртме смета тăрăх 3,7 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. 80 проценчĕ республика бюджетĕнчен пулĕ. Çитес çул палăртнине пурнăçлассине шанма пулать.

— «Пуçару бюджечĕ» проектпа килĕшỹллĕн Курнавăшри Озерная урамри ватă йывăçсене касма юрать-и?

— Юрать. Хăрушлăх кăларса тăратакан йывăçсене касассине ордер илнĕ подряд организацийĕ йĕркелеме пултарать.

— Кăçал Елчĕк ялĕнчи икĕ масара тирпейлеме тесе укçа-тенкĕ пуçтартăмăр. Ĕçсене вара халĕ те пуçламан.

— Масар территорийĕсене хăтлама смета хатĕрленĕ — 4 миллион тенкĕлĕх. Проекта суйласа илнĕ, анчах укçа-тенкĕ парса çитерменнипе ĕçе вĕçлеймен. 2024 çулта, шанатăп, пĕтĕмпех татăлăпăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code