Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕп тĕллев – массăлăх

Тĕп тĕллев – массăлăх

Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче спорт ăмăртăвĕсем тăтăшах иртеççĕ. Оборонăллă-массăллă тата спорт уйăхлăхĕнче активлăх пушшех ÿсет. Пĕр тăван Владимирпа Петр Сметанинсене асăнса йĕркеленĕ 8-мĕш турнирта та спортăн тăватă тĕсĕнче тупăшнă сывă пурнăç йĕркине юратакансем.

Чăваш Ен тата Тутарстан шкулĕсенчен ăмăртăва хутшăннă 300 ытла атлета район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ, «Ырă пăр» программăн регионти представителĕ Олег Салтыков тата ыттисем саламланă.

Хоккеистсен тупăшăвĕнче 4 командăран Аслă Елчĕксем кубока çĕнсе илнĕ. Вĕсене, çавăн пекех йĕлтĕр чупăвĕнче, шашкăлла выляссипе, кире пуканĕ йăтассипе мала тухнисене медальсемпе, укçан призпа чысланă. Пурне те вĕри апатпа тивĕçтернĕ. Юрий Кашкăр илемлĕ юрăсемпе, «Асамат» ушкăн ташăсемпе хавхалану кÿнĕ.

Чыслав, апатлану ыйтăвĕсене, яланхилле тенĕ пекех, Шупашкарти «Стройхозтовары» АХОн тĕп директорĕ Владимир Меметов хăй çине илнĕ.

– Ку ăмăртусене рекордсем тăвас тĕллевпе мар, шкул ачисемпе çамрăксене массăллăн физкультурăпа спорта явăçтарассишĕн йĕркелетпĕр, – пĕлтернĕ хăйĕн шухăшне меценат.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code