Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республикăра

Республикăра

«Юлташ кутамкки» акци

Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри «Юлташ кутамкки» акци пуçланнă.

Унăн пуçаруçи – «Раççейри шкул ачисен юхăмĕ» общество организацийĕпе Раççейри ачасемпе çамрăксен центрĕ.

Акцин тĕп тĕллевĕ – Иркутск облаçĕнчи инкеке лекнĕ ачасем валли шкула каймашкăн канцеляри таварĕсем пухасси. Ырă ĕçе пур çын та хутшăнма пултарать. Япала пухмалли пунктсене çĕршыври 30 хулара йĕркеленĕ. Шупашкарта та пур вĕсем. Хуларисен «Росток» аталану центрне кайса памалла, районтисен – вĕренÿпе ачасене комплекслă пулăшу паракан центра. Канцеляри таварĕсен переченĕпе ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин сайтĕнче паллашма пулать. Акци августăн 18-мĕшĕччен пырать.

 

Бюджет вырăнĕсен шучĕ – 10651

Хальхи вăхăтра çамрăксемшĕн хĕрÿ вăхăт – вĕренÿ заведенийĕсене йышăнмалли тапхăр пырать.

ЧР вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алевтина Федорова пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енри професси паракан 26 организацири тата аслă вĕрентĕвĕн 12 заведенийĕнчи яш-кĕрĕме пĕрремĕш курса йышăнмалли бюджет вырăнĕсен шучĕ кăçал 10651-пе танлашать. Чăваш патшалăх, педагогика университечĕсенче, Ял хуçалăх академийĕнче конкурс пысăк – тĕрлĕ специальноçпа кашни вырăна 5-10 çын таранах. Вăтам професси организацийĕсене илес пулсан – электромеханика, хула хуçалăхĕн, Никольский ячĕллĕ, медицина колледжĕсенче, ытти хăш-пĕр заведенире пĕлÿ илес кăмăллисен йышĕ пысăк.

 

Çамрăксен театрне юсаççĕ

«Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2024 çулччен Чăваш Енри ача-пăча тата пукане театрĕсене юсаса çĕнетĕç.

40 учреждени йышне Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ те лекнĕ. Çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 47 миллион тенкĕ уйăрнă, республика бюджетĕнчен – 470 пин тенкĕ. Проектпа килĕшÿллĕн инженери инфратытăмне улăштармалла, пĕчĕк тата пысăк залсене юсамалла, çурт тăррипе фасадне çĕнетмелле тата ытти те. Театрта юсав ĕçĕсем пуçланнă. Хальхи вăхăтра унта тĕп ĕçсене тума хатĕрленеççĕ. Строительство ĕçне артистсемпе театрта ĕçлекенсем те хутшăнаççĕ, субботниксем ирттереççĕ. Çĕнелнĕ театра кăçалхи тăваттăмĕш кварталта хута яма палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code