Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кирлĕ пулĕ

Кирлĕ пулĕ

Хăш-пĕр вăрттăнлăха пĕлни кил хуçи хĕрарăмĕн ĕçне самай çăмăллатать. Эппин, вĕсемпе усă курăр.

— Сĕт вĕретнĕ чухне вăл газ плити çине тăкăнсан çав вырăна тăвар сапмалла, йĕпе хутпа витмелле. Çапла çунăк шăрши сарăлмĕ.

— Кĕрпене, крахмала тимĕр, кантăк виткĕчпе хупăнакан савăтра упрамалла. Хурт-кăпшанкă таврашĕ ан ĕрчетĕр тесен марльăпа çавăрса çыхнă тăвар хумалла.

— Çăнăх миххине хуппинчен тасатман ыхра хумалла — хурт-кăпшанкă ĕрчемĕ.

— Çĕççе, хачча хăйриччен кăштах тăвар хушнă шыва çур сехетлĕхе ямалла, унтан кăларсан типĕтмелле мар.

— Аш арманне çуса тасатма ансат мар. Ĕç çăмăллантăр тесен юлашкинчен чĕрĕ çĕр улми ярса авăртмалла.

— Аш арманне батарей çывăхĕнче типĕтмелле мар — çĕççи мăкалать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code