Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

«Кашкăр йăвинче» — биатлон

Лаш Таяпари «Акар» питомникра пĕртăван Князевсен парнисемшĕн сунарçăсен «Кашкăр йăвинче» биатлонне ирттернĕ.

Чăваш, Тутар, Мари республикисенчен килнĕ командăсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Князев тата ыттисем саламланă.

Ăмăртăвăн тĕп условийĕ — кашни команда старта йытăпа тухать. Сунарçă-спортсменсем йĕлтĕрпе çухрăм çурă чупаççĕ, 30 метрти мишене ура çинче тăрса переççĕ. Персе пухнă очкосене тата чупса тухнă вăхăта шута илсе малтисене палăртнă.

Тĕп парнене — чĕрĕ такана — Мари Элти «Мари союзе» команда тивĕçнĕ. 2-мĕш вырăнта — Комсомольски районĕнчи «Малыш» (хир сысни), 3-мĕш — Канаш тăрăхĕнчи «Чашкаш чакмасть» (хур).

Маттур, Миша!

Тĕп хулари В.С.Соколов ячĕллĕ спорт шкулĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем тупăшнă.

Уçă турнирта Елчĕкри вăтам шкулта пĕрремĕш класра вĕренекен Михаил Миллин та вăй виçнĕ, хăйĕн ỹсĕмĕнче иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Çакă пысăк çитĕнỹ, мĕншĕн тесен вăл Сергей Александров тренер ертсе пыракан секцине çỹреме пуçлани те пĕр çул кăна-ха.

Çамрăксен фестивалĕнчен

çитĕнỹпе таврăннă Елчĕксем. Ку вăл 26 команда хушшинче!

Сăмах Канаш районĕнче иртнĕ республикăри вĕренỹ тытăмĕнче ĕçлекенсен Совечĕн членĕсен ăмăртăвĕ пирки пырать. Райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн эксперт специалисчĕ Марина Вастулова, Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул директорĕ Диана Турхан, Алина Паймина педагог-психолог, «Улăп» ФОКри Александр Купташкинпа Павел Портнов инструкторсем 6 тĕрлĕ ăмăртуран 3-шĕнче призерсен йышне кĕме пултарнă. Алина Паймина вара уйрăм медале та тивĕçнĕ: биатлонистсен тупăшăвĕнче чи пултарулли пулнăран.

Чемпионатра палăрнă

Шупашкарта йывăр атлетсен чемпионачĕ иртнĕ.

Елчĕк районĕн команди унта питĕ ăнăçлă ăмăртнă — 20 яхăн атлет медальпе таврăннă. Хăйсен виçисенче вара çаксем чемпион ята тивĕçнĕ: Элина Маркова, Анастасия Абрамова (Кивĕ Эйпеç), Виктор Миллин, Антон Кудряшов, Елена Плотникова (Патреккел), Дмитрий Немцев, Александр Киселев, Антон Айметов (Елчĕк), Любовь Мышова, Анатолий Иноходов (Аслă Пăла Тимеш), Артем Перцев (Питтĕпел).

Кире пуканçăсем — 1-мĕш

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче унта доцент пулса ĕçлекен Раççей спорт мастерĕн В.П.Сименĕн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ турнирта Елчĕксем 1-мĕш вырăн йышăннă.

2005 çулта çуралнă тата унтан кĕçĕнрех атлетсем пурĕ сакăр командăна пĕрлештернĕ. Ентешсенчен пьедесталăн чи çỹлти картлашки çине Курнавăш шкулĕнчи Давид Павловпа Александр Ефимов, Елчĕк шкулĕнчи пĕртăван Дарья тата Матвей Петровсем, Давид Портнов хăпарма пултарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code