Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Афганеца асăнса — ăмăртусем

Афганеца асăнса — ăмăртусем

Тỹскелти нумай функциллĕ культурăпа кану центрĕнче Оборонăллă-массăллă тата спорт уйăхлăхне халалласа хĕрỹ точкăсене хутшăннă ветерансен тĕлпулăвĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Республикинчи «Доблесть» общество организацийĕ пулăшнипе Юрий Анатольевич Чернов воин-интернационалиста асăнса йĕркеленĕ.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, районти тата республикăри воин-интернационалистсем, ял çыннисем, хăнасем хутшăннă. Тĕлпулăва Елчĕк ял тăрăхĕн депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ — ял старости Дмитрий Судаков уçнă. Вăл çак ялта çуралса ỹснĕ, кунтах пурăннă Юрий Чернова аса илсе ырă сăмахсем каланă. Юрий çамрăклах спортпа туслă пулнă, музыкăна кăмăлланă. Çар тивĕçне Демократиллĕ Афганистан Республикинче пурнăçланă. Яваплăха туйнă, шанчăклă та хăюллă юлташ пулнипе палăрса тăнă. Ахальтен мар вăл салтакра «Хастарлăхшăн» медале тивĕçнĕ. Юрă-кĕвĕ енне туртăннăран, иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче вăл ертсе пыракан вокалпа инструментсен ансамблĕ районта анчах мар, республикăра та палăрнă.

— Çакăн евĕр мероприятисем йĕркелени çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçре витĕмлĕ вăй пулса тăрать, халăха сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыма хистет, — палăртнă Николай Миллин тĕлпулăва йĕркелекенсене тата афганецсене чĕререн саламланă тата тав тунă май.

Салам сăмахĕсем çумне Чăваш Республикинчи «Доблесть» общество организацийĕн ертỹçи Владимир Яковлев, хĕрỹ точкăсенче çапăçнă ветерансен Пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн районти уйрăмĕн председателĕ, Афганистан вăрçин инваличĕсен пĕрлĕхĕн ертỹçи Петр Анисимов тата ыттисем те хутшăннă.

Ăмăртусем дартс, сĕтел çи теннис тĕсĕпе, шашкăлла выляс тата канат туртас енĕпе иртнĕ.

Кашни мероприятире хастарлăхпа палăракан, ял халăхне анчах мар, таврари ялсенче пурăнакансене те час-часах илемлĕ юрă-кĕвĕ тыткăнне путаракан «Шуçăм» фольклор коллективĕ тĕлпулăва хутшăннисене юрă-ташăпа савăнтарнă.

Патриотла мероприятисем ку уйăхра тата та пулаççĕ. Февралĕн 15-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп вулавăшра районти афганецсен тĕл пулăвĕ, февралĕн 23-мĕшĕнче А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче хĕрỹ точкăсене хутшăннă ветерансен тата вĕсен çемйисен республика шайĕнчи V фестивалĕ иртет. Мероприятисем 10 сехетре пуçланаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code