Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кантăр завочĕ

Кантăр завочĕ

Чăваш халăхĕ тыр-пул акса тума пуçланипе пĕрлех сÿс-кантăр та туса илнĕ. Кантăр чылай вăхăт хушши Раççей империйĕн, каярахпа Совет Союзĕн тĕп ял хуçалăх культурисенчен пĕри пулнă. Кантăр сÿсĕпе тĕрлĕ çĕрте усă курнă: хут, тумтир, атă-пушмак, çип тунă, вĕрен явнă. Кантăр вăрри çуне апат-çимĕç, эмел çине яма усă курнă.

Çĕршыв правительствин 1934 çулхи Йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн колхозсене тата уйрăм хуçалăхсене улăх-çарансенче кантăр акнăшăн ятарлă çăмăллăхсем панă. Сăмах май, 1936 çулта кантăрăн пĕтĕм тĕнчери лаптăкĕн 4Ÿ5 пайне Совет Союзĕнче туса илнĕ.

«Победа» колхозăн Кушкă ялĕнче вырнаçнă кантăр завочĕ. Сылтăм енче: Социализмла Ĕç Геройĕ, кантăр туса илекен звено ертÿçи Александра Егоровна Петрова

Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи Ворошилов ячĕллĕ, каярахпа пĕрлештернĕ «Победа» /1957-мĕш çултанпа/ колхозра та тĕрлĕ сортлă кантăр нумай акнă, ăна туса илессипе паха опыт пухнă. Кантăр сорчĕсене пĕлсе акмалла пулнă, çакă колхозниксене пĕр тикĕс ĕçпе тивĕçтерме май туса панă. Колхозниксем июль вĕçĕ, сентябрь варриччен ĕçлĕ пулнă, малтан ир пулакан кантăра вырнă, унтан вăрлăхлăх кантăра тирпейленĕ, каярахпа тепĕр сортне вырнă. Кантăр акни колхоза икĕ енлĕ усă кÿнĕ: пысăк тупăш панă тата кĕркуннепе çуркунне колхозниксене ĕçпе тивĕçтернĕ.

1943-1945 çулхи хуçалăх кĕнекисем çинче колхоз кăна мар, Пăла çывăхне вырнаçнă уйрăм хуçалăхсем те кантăр акса туса илни паллă. Çак культурăна колхоз Аслă Пăла юханшывĕ хĕррипе вырнаçнă айлăмри лаптăксем çине акнă. Çулсерен шыв çыранран тухса сарăлнипе кунти тăпра пулăхлă пулнă тата кантăр туса илмелли агротехникăна та тивĕçтернĕ. Çурхи шывсем тăпран çиелти сийĕсене юхтарса ан кайччăр тесе лаптăксем çине пысăках мар дамбăсем туса лартнă. Кантăр акмалли лаптăка ÿстернипе пĕрлех агротехникăна лайăхлатни те асăннă культура тухăçне ÿстерме май панă. 1940 çулта 1 га çинчен 1,6 центнер сÿс, 3,3 центнер кантăр вăрри туса илнĕ пулсан, 1955 çулта – сÿс 9,5 центнера, кантăр вăрри 6 центнера çитнĕ. 1957 çулта кантăр лаптăкĕ 130 гектара çитнĕ, сÿс туса илесси 1 гектартан 10 центнера çитнĕ. Уйрăмах Василий Николаевич Диомидов тата Алексей Петрович Михайловский бригадисем, Социализмла Ĕç Геройĕ Александра Егоровна Петровăпа Анна Петровна Зайцева звенисем пысăк тухăç илме пултарнă.

Г.П.Матвеев 1959 çулта Шупашкарта кăларнă «Экономико-географический очерк Чувашии» кĕнекинче «…Елчĕк районĕнчи «Победа» колхозри тухăçлăх çĕршыври йĕтĕн тата кантăр ÿстерекен районсен тухăçлăхĕнчен пĕрре те кая мар», – тесе палăртать.

Кантăр туса илесси питĕ йывăр ĕç шутланнă, пурне те алă вĕççĕн тумалла пулнă. 1958 çулччен кантăра алăпа вырнă, каярапа ЖСК-2,1 агрегатпа çулнă пулсан та кĕлтисене пĕрех алăпа çыхмалла пулнă. Унтан çулнă кантăра ПКВ-1 агрегатпа кĕлте çыхма тытăннă.

ГЭС тăвиччен Аслă Пăла Тимеш ялĕнче кантăр кĕлтисене Тукасри лаша витисен хыçĕнчи кÿлĕсенче шÿтернĕ. Ю.Т.Емельянова каласа панă тăрăх, кунта 5 пĕчĕк кÿлĕ пулнă. Пурăна киле типсе пынипе вĕсен вырăнне сухаласа ял хуçалăх культурисем акнă.1951 çулта ГЭС хута кайнă хыççăн çыхнă кĕлтесене Пăла шывĕ патне турттарнă та сулăсем туса шыва пăрахнă, çиеле тăпра хурса шыва путарнă. 3-4 эрне иртсен хĕрарăмсем кăкăр таран сивĕ шыва кĕрсе кантăр суллисене салатнă, кĕлтесене шывран кăларса çыран хĕррине типме хунă. Асăннă ĕçсене тырă вырса пĕтерсен, кĕр енне кайсан тумалла пулнă. Шÿнĕ кантăр типшĕрсен ăна тылласа сÿсне уйăрмалла пулнă. Малтанласа çак ĕçе пĕтĕмпех тылăсемпе алă вĕççĕн ĕçлемелле пулнă. Кантăра хĕллехи вăхăтра тылланă, çакă колхозниксене хĕлле те ĕçпе тивĕçтерме май туса панă. Колхоз аталанса пынă май хĕрарăмсен ĕçне çăмăллатас, тухăçлăха ÿстерес тĕллевпе электричество вăйĕпе ĕçлекен кантăр тылламалли 6 агрегат туяннă. Кантăр тунинчен 15-25 процента яхăн çеç сÿс тухнă, колхозри ĕç планĕпе хĕрарăмсем кун тăршшĕпе нормăпа 11 килограмм сÿс тылламалла пулнă пулсан, вĕсем 28-36 килограмм тыллама пултарнă.

Ĕç йывăррине шута илсе колхозниксен пухăвĕн йышăнăвĕпе «Победа» колхоз Кушкă ялĕнче кантăр завочĕ туса лартма тытăннă. Çак тĕллевпе 1958 çулта СССР ял хуçалăх министерстви урлă завод валли 250 пин тенкĕлĕх оборудовани туяннă. Заводăн пĕтĕмĕшле тăкакĕ 1 миллион тенкĕ ытла пулнă. Танлаштарма: 1951 çулхине кантăр туса илсе колхоза 300 пин тенкĕ тупăш кĕнĕ, 1957 çулта – 3500 пин тенкĕ. Завода тунă çĕрте ĕçе ертсе пыраканĕ Г.И.Охотников инженер-строитель пулнă. Предприяти сменăра 8 тонна кантăр тыллама е 1500 килограмм сÿс тума пултарнă. Çакна шута илсе 1958 çулта лаптăка 150 гектара çитернĕ. Малалла колхоз кантăр акмалли лаптăка 400 гектар таран ÿстерме палăртнă. Кун пек завод Чăваш Енре Çĕрпÿ хулинче çеç пулнă.

Хатĕр продукцие автомашинăсемпе Канаш хулине ăсатнă, унтан ăна вакунсем çине тиесе потребительсем патне янă. Кантăр завочĕн продукцийĕпе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче анлăн усă курнă.

Ĕçченсем кантăр выраççĕ /сăн ÿкерчĕке 1960 çулхи 9 номерпе пичетленнĕ «Колхозное производство» журналтан илнĕ/

Проектпа килĕшÿллĕн завод ĕçне кантăр каяшне-хухана çунтарса ĕçлекен локомобиль тивĕçтермелле пулнă. Локомобиль хăвачĕ çителĕксĕррипе завода каярахпа «Шкода» фирмăн двигателĕпе ĕçлесе 240 кВт паракан электростанци туса лартнă. Кантăр завочĕн малтанхи директорĕ Иван Митрофанович Бакин пулнă, ун хыççăн Пантелеймон Георгиевич Зайцев, Дмитрий Кондратьевич Зайцев ĕçленĕ.

1969 çулхи майăн 13-мĕшĕнче каç енне кайсан заводра пушар тухнă, кантăр нумай пулнипе пушар хытă алхаснă: мĕн çунма пултарнă веçех çуннă, çурт тăрри, оборудовани, чĕр тавар, хатĕр продукци. Кирпĕч стенисем çеç тăрса юлнă.

1974-1975-мĕш çулсенче «Победа» колхоз çак çурта тĕпрен çĕнетсе автомашинăсем, тракторсем юсакан мастерской хута янă. Тĕрлĕ çулсенче мастерскоя ертсе пыракансем Имаметдин Гималетдинович Заббаров, Кирилл Кондратьевич Смирнов, Петр Кондратьевич Смирнов, Петр Николаевич Мартынов, Илья Матвеевич Трофимов пулнă.

Григорий Иванович Охотников /1924 çулта Шупашкар районĕнчи Чергаши ялĕнче çуралнă/ Чулхулари инженерипе строительство институтне пĕтернĕ хыççăн тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ.1958 çулхи май уйăхĕнче КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ С.М.Ислюков ыйтнипе хăй ирĕкĕпе пирĕн колхоза ĕçлеме килнĕ. 1958 çулта Аслă Пăла Тимеш ялĕнче дизельпе ĕçлекен электростанци çуртне /хальхи вăхăтра «Санти» ОООн сĕт пуçтаракан пункчĕ/, 1959-1961 çулсенче икĕ хутлă шкул çуртне тутарнă. Малашнехи пурнăçĕнче «Победа» колхозра ĕçлемен пулсан та вăл 1971-1973 çулсенче пирĕн ялта икĕ хутлă администраци çуртне тăвассине ертсе пынă. Ырми-канми тăрăшуллă ĕçне кура «ЧАССР тава тивĕçлĕ строителĕ» ята тивĕçнĕ.

ХХ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче парти чĕннипе пирĕн колхозра Е.И.Васильева тĕп агроном, А.Ф. Кузьмина зоотехник ĕçленĕ. Евлалия Ивановна /1923 çулта Шупашкар уесне кĕрекен Ларготы, халĕ Муркаш районĕнчи Юнга ялĕнче çуралнă, 2017 çулта Шупашкар хулинче пытарнă/ 1945 çулта Чăваш ял хуçалăх институтне пĕтернĕ хыççăн Шупашкар районĕнче ĕçленĕ. Ворошилов ячĕллĕ, «Победа» колхозра 1950-1963 çулсенче агроном, тĕп агроном пулса тăрăшнă. 1963-1988 çулсенче Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ пулнă. Вăл Чăваш АССР, РСФСР тава тивĕçлĕ агрономĕ, Социализмла Ĕç Геройĕ, Ленин тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсен кавалерĕ. А.Кузьмина 1926 çулта Ĕнел ялĕнче çуралнă /2010 çулта вилнĕ, ăна çак ялтах пытарнă/. Елчĕкри вăтам шкул хыççăн Чăваш ял хуçалăх институтне пĕтернĕ. 1947-1951 çулсенче Тюмень облаçĕнче ĕçленĕ. Ворошилов ячĕллĕ, 1953-1976 çулсенче «Победа» колхозра аслă зоотехник, 1976-1992 – выльăх-чĕрлĕх енĕпе ĕçлекен бухгалтер пулса тăрăшнă. Чăваш АССР, РСФСР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ, икĕ хут Ленин тата Октябрь Революцийĕн орденĕсен кавалерĕ.

Статьяна «Елчĕк район энциклопедийĕпе» тата В.В. Зайцевпа В.А.Борисов кăларнă «Перспективный план колхоза» кĕнекесемпе усă курса çыртăм.

В.ПЛОТНИКОВ.
Аслă Пăла Тимеш ялĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code