Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Пукрав

Христосăн таса чиркĕвĕ Турă Амăшне асăнса çулталăк хушшинче пайтах праçник тăвать. Октябрĕн 14-мĕшĕнче Турă Амăшĕн ятне асăнатпăр. Е халăхра Пукрав /Покров Пресвятой Богородицы/ теççĕ ăна. Ку праçник акă çакăнтан пуçланса кайнă.

Пирĕн Турă Иисус Христос çурални 900 çул ытла иртсен Грецире Лев Мудрый патша пулнă. Унăн патшалăхне туртса илес тесе сарацин халăхĕ грексем çине пысăк çарпа пынă. Сарацин халăхĕ чăнах та малтан грексене çĕнтерсе пынă. Нумаях та мар вăхăт иртсен вĕсем патша пурăнакан хулана – Царьграда йĕри-тавра çавăрса илнĕ. Хулара пурăнакан грексем сарацин халăхĕ çĕнтерсе хăйсене пăхăнтарса пурăнасран пит хăранă. Хуйхăрнипе вĕсем нимĕн тума пĕлмен. Хăйсем тĕллĕн тăшмансене çĕнтерейменнине курса грексем Турă Амăшĕнчен пулăшу ыйтма тытăннă. Турă Амăшĕ вĕсен кĕллине илтмесĕр хăварман. Влахрен ятлă чиркÿре каçхи кĕлĕ вăхăтĕнче Андрей святой пĕлĕт çинче Турă Амăшĕ хăйĕн ывăлне кĕлтуса чиркÿре тăракан çынсене омофорпа витсе тăнине курнă. Андрей святой хăй мĕн курнине халăха каласа панă. Çавна илтсен грексем Турă Амăшне шанса хăватлăланнă тата тăшмансене хăйĕн çĕрĕнчен хăваласа янă.

Çапла ĕнтĕ ку праçник пире Турă Амăшĕ хăйне кĕлтăвакан çынсене пулăшса тăни çинчен кăтартса парать. Вăл пĕтĕм пророксемпе, апостолсемпе, пĕтĕм святой çынсемпе пĕрле ялан пирĕншĕн кĕлтăвать, пире хăйĕн хÿтлĕхĕпе упраса тăрать.

Тăванăмăрсем! Турă Амăшĕ пирĕншĕн хута кĕрсе тăнине илтрĕр. Çавăнпа пирĕн те праçник кунĕсенче чиркĕве яланах çÿреме тăрăшас пулать, хамăр кĕллĕмĕрте пире пулăшу паракан Турă Амăшне асăнса ăна тархаслас пулать. Унăн кĕлли пĕлĕт çинче пурăнакан пур святой çынсен кĕллисенчен те хăватлăрах. Çавăнпа Турă Амăшне çапла каласа йăлăнар: «Эй, Туррăн Таса Амăшĕ, çăл пире! Пур усал-тĕселтен, курăнакан, курăнман тăшманран та хăвăн ывăлу тăрăх хăтарса тăр. Сан çине шанса тăратпăр, пирĕн мĕскĕн чунсене çăлмасăр ан хăвар». Аминь.

Анатолий ЕМЕЛЬЯНОВ протоиерей,
Иисус Христос Туррăмăр çуралнин ячĕллĕ Курнавăш чиркĕвĕн настоятелĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code