Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕллев – яла тĕрлĕ енлĕн аталантарасси

Тĕллев – яла тĕрлĕ енлĕн аталантарасси

Республикăри аграрисем хальхи вăхăтра патшалăх пулăшăвĕн 54 тĕсĕпе усă кураççĕ. Вăл ял хуçалăх производствин мĕн пур отрасльне кăна мар, апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноçа та пырса тивет. 2021 çулта отрасле аталантарма 4,3 миллиард тенкĕ хывнă. Кăçал та патшалăх пулăшăвĕн тĕп енĕсене упраса хăварнă, ялти пĕчĕк тата вăтам бизнеса хавхалантармалли çĕнĕ мелсем йышăннă.

Вĕсем тĕрлĕ енлĕ. Тĕслĕхрен, выльăх-чĕрлĕх тата ÿсен-тăран отраслĕсене аталантарас тĕллевпе çирĕплетнĕ программăра та пулăшу мелĕпе усă курмалли майсем кашнийĕнче вунна яхăн шутланаççĕ.

Хальхи вăхăтра патшалăх фермерсене те курăмлă пулăшу пама тăрăшать. Вĕсем хăйсен ĕçне малалла аталантарас ĕçре тĕрлĕрен субсидипе, грантпа тата ытти çăмăллăхпа усă курма пултараççĕ. Тĕрлĕ министерствăпа ведомствăсенчен пулăшусем илме май пур. Ял хуçалăх министерстви кÿрекен çăмăллăхсем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăрар. Вĕсенчен пĕри – «Агростартап» программа. Унпа усă курас текен çыннăн ял тăрăхĕнче пурăнмалла, Раççей гражданинĕ пулмалла. Конкурса хутшăнаканăн юлашки 3 çулта уйрăм предприниматель пулса ĕçлеме юрамасть. Патшалăх пулăшăвне хресчен ?фермер/ хуçалăхне çĕр лаптăкĕ, техника, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк туянма, кредитăн тĕп парăмне татма, производство объектне тума тата çĕнетме, ĕç-хĕлпе çыхăннă ытти тĕллевпе параççĕ. Чăваш Енри грант укçин виçи 4 миллион тенкĕпе танлашать.

«Агростартап» программăпа ÿсен-тăран отраслĕпе ĕçлекенсен, выльăх-чĕрлĕх, пулă ĕрчетекенсен те усă курма пулать. Сăмах май, конкурса фермерсем анчах мар, килти хушма хуçалăха аталантаракансем те хутшăнма пултараççĕ. Конкурсра çĕнтерсе грант илнĕ хыççăн вĕсен палăртнă вăхăтра фермер хуçалăхне уçмалла.

Тепĕр çĕнĕ программа – «Перспектива». Гранта хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсене, уйрăм пайтаçăсене, ял хуçалăх потребитель кооперативĕсене республикăра çĕнĕ технологипе сыр хатĕрлессине, çырла туса илессине, теплицăра пахча çимĕç çитĕнтерессине аталантарма уйăраççĕ. Грант виçи – 10 миллион тенкĕ таран.

Грант укçи-тенкипе ял хуçалăх продукцине упрама тата тирпейлеме склад, производство объекчĕсем, управсем туянма-тума, вĕсене вăрах вăхăта арендăна илнĕ чухне тăкакланма юрать. Çак тăкаксем проект хакĕнчен 20 процент ытла пулмалла мар. Ку укçа-тенкĕпе çавăн пекех инфратытăма аталантарма, ял хуçалăх техники, выльăх-чĕрлĕх ?ĕне/, çырла калчи, пахча çимĕç вăрлăхĕ туянма, тĕп парăма татма, ял хуçалăх производствипе çыхăннă ытти тĕллевпе усă курма юрать.

Тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курмалла. Енчен те кивĕ пурлăх туянсан унăн рынокри хакĕ пирки документ тăратмалла. Çывăх тăвансен тата патшалăх пулăшăвĕпе маларах илнĕ пурлăха туянма юрамасть. Грант илнĕ фермерăн е уйрăм пайтаçăн 5 çул бизнес-планпа килĕшÿллĕн ĕçлемелле, проектра палăртнине туллин пурнăçламалла. Укçапа проектра кăтартнă пек анчах усă курмалла. Тăкаксен 30 процентне хăйĕн саплаштармалла, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелемелле. «Перспектива» программăна фермер 1 хутчен анчах хутшăнма пултарать.

Палăртнă программăсене хутшăнас тесен условисемпе тĕплĕн паллашмалла, документсене пухса комиссие тăратмалла. Конкурсра çĕнтересси мĕн чухлĕ балл пухма пултарнинчен килет. Çакă фермерăн е уйрăм пайтаçăн ытти пурлăхĕпе тата бизнес-планри кăтартусемпе те çыхăннă. Паллах, чи кирли – АПКра ĕçлеме, хуçалăха аталантарма вăй-хăват, хавхалану пурри.

«Фермер шкулĕ» проекта РФ Ял хуçалăх министерствипе Раççей ял хуçалăх банкĕ пуçарса янă. Кунта вĕренекенсем маркетинг, çĕнĕ агротехнологисен вăрттăнлăхĕсене алла илеççĕ. Шкулта сыр хатĕрлес, улма-çырла туса илес, теплицăра пахча çимĕç çитĕнтерес, аквакультура енĕпе вĕренеççĕ. Курссене чăваш патшалăх аграри университетĕнче йĕркеленĕ. Проекта хутшăнма конкурспа суйласа илеççĕ.

«Фермер шкулĕнчен» вĕренсе тухакансен «Агростартап», «Перспектива» программăсемпе патшалăх пулăшăвне илмелли конкурссене хутшăнма май пур.

Ял территорине комплекслă аталантарас тĕллевпе çĕршывра агротуризма аталантарма та грант парса пулăшаççĕ. Чăваш Республикинче те туризма аталантармалли патшалăх программине тата концепцине туса хатĕрлесе çирĕплетнĕ.

Грантпа туристсене йышăнма çурт тума, юсама, инфратытăма аталантарма, турист оборудованийĕсене туянма пулать. Ăна ял хуçалăх таварне туса илекенсем, «пĕчĕк предприяти» е «микропредприяти» категорие кĕрекенсем, проекта ял территорийĕнче 5 çулта пурнăçа кĕртме палăртакансем пултараççĕ. Агротуризма аталантарма федераци бюджетĕнчен 2022 çулта – 300 миллион, 2023 çулта – 500 миллион, 2024 çулта 700 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code