Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кооперативсене пулăшаççĕ

Кооперативсене пулăшаççĕ

2022 çулта ял хуçалăх кооперативĕсене пулăшассине икĕ хут ÿстернĕ.

Нумаях пулмасть Мускавра Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх кооперативĕсен съезчĕ пулса иртнĕ. Унта шăпах ял хуçалăх таварне туса илекенсен пĕчĕк бизнесне аталантарнă çĕрте кооперативсен, патшалăх пулăшăвĕн пĕлтерĕшне, умри чăрмавсене тата ытти çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă. Чăваш Енрен съезда ЧР Ял хуçалăх министерствин, «Агро-Инновацисем» унитари предприятийĕн ял хуçалăх кооперацийĕсен аталанăвĕн тата фермерсене пулăшас енĕпе ĕçлекен компетенци центрĕн, «Чувашревсоюз» представителĕсем хутшăннă.

Съездра аграри отрасльне аталантарассипе пĕчĕк хуçалăхсен пĕлтерĕшне палăртнă. Çĕршывра ял хуçалăх продукцине туса илнĕ çĕрте çуррине яхăн вĕсен тÿпи шутланать. Раççейре ял хуçалăх кооперативĕсене тĕрлĕ енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ. Кăçал пулăшу кÿрессине икĕ хутчен ÿстересшĕн. Çак тĕллевпе бюджетран 5 миллиард тенкĕ тăкакламалла.

Пĕчĕк хуçалăхсене пĕрлештерме РФ Ял хуçалăх министерстви тĕрлĕ мера йышăнать. 2015 çултанпа ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем грант илме пултараççĕ. 7 çулта çак тĕллевпе çĕршывра 12 миллиард тенкĕ тăкакланă. Финанс пулăшăвĕ çĕршыври агропромышленность комплексĕнче пĕр пин ытла проекта пурнăçа кĕртме май панă. Чăваш Енре патшалăх пулăшăвĕпе пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме 16 ял хуçалăх кооперативĕ усă курнă. Пĕтĕмĕшле хисеп – 446,6 миллион тенкĕ. 2022 çулта вара федераци тата республика бюджечĕсенчен кооперативсене пулăшма 80 миллион тенкĕ уйăрмалла.

2019-2021 çулсенче Чăваш Енре «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх акселерацийĕ» регионти проектпа фермер хуçалăхĕсене аталантарма 15 кооператива 28,5 миллион тенкĕ субсиди уйăрнă. 2022 çулта çак тĕллевпе федераци тата республика бюджечĕсенчен 34,3 миллион тенкĕ тăкаклама палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code