Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тулăх кĕркунне кăмăла çĕклет

Тулăх кĕркунне кăмăла çĕклет

Хресчен ĕçĕ çăмăл мар, анчах яланах хисеплĕ тата кирлĕ ĕç шутланать. Çĕр ĕçченĕсем хăйсен тивĕçне чунтан парăнса пурнăçланăран кăçал та район уй-хирĕсенчен пысăк тухăçлă тыр-пул пухса кĕртнине, кĕркуннехи ытти ĕçсем те кал-кал иртнине, çакна кура ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявне лайăх кăмăл-туйăмпа кĕтсе илнине пĕлтерчĕ район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертỹçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Горшкова. Май пулнипе усă курса вулакансем пĕлме тивĕçлĕ ытти хăш-пĕр ыйтусем çине хурав пама ыйтрăмăр унран.

— Ирина Ильинична, Елчĕк районĕ тыр-пул çитĕнтерессипе, выльăх-чĕрлĕхрен продукци туса илессипе яланах малти ретре. Иртнĕ çул республикăри уявран харăсах 5 Дипломпа таврăнни те асран тухман.

— 2021 çулта районĕпе пурĕ 567268 центнер (1 гектартан — 23,8 центнер) тĕш тырă пухса кĕртнĕ пулсан, кăçалхи цифрăсем тата сулмаклăрах. 23175 гектара яхăн лаптăкран ăна пурĕ 846749 центнер çапса тĕшĕленĕ, 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 36,5 центнерпа танлашрĕ. Республикăри аграрисем хушшинче тĕрлĕ номинаципе йĕркелекен ăмăрту условийĕсемпе килĕшỹллĕн хальхинче те районти тыр-пул ăстисем малтисен хушшинче пулас шанăç пысăк.

— Çакна та пĕлес килет: чи нумай тыр-пул пухса кĕртекенсем тата чи пысăк тухăç илекенсем камсем пулчĕç?

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене чи нумай çапса тĕшĕлени — «Прогресс» АХО — 2146 гектар çинчен пурĕ 92602 центнер. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинче çак кăтартусемпе А.Бикулов, Ю.Цветков, Т.Васильева, Б.Головин, В.Смирнов малта.

1 гектартан тухăç илессипе «Сатурн» ЯХПК пĕрремĕш — 57,8 центнер, ун хыççăн «АСК-Яльчики» (46), «Рассвет» ЯХПК (44,2), «Прогресс» АХО (43,2). Фермерсем хушшинче Е.Цветкова (53,0),С.Петров (47,4), Ю.Цветков (46,3) чи пысăк тухăç илнĕ.

Хуçалăхсенче выльăх апачĕ туса илес тĕллевпе çитĕнтернĕ ỹсен-тăран культурисен тухăçĕ те пысăк. Ахальтен мар фермăсенчи ĕне выльăха хĕл тапхăрĕнче тăрантарма кирлĕ таран утă-сенаж, силос хывса хăварнă. Вăл кашни выльăх пуçне 30 центнера яхăн апат единици чухлĕ тивĕçет.

— Пысăк çитĕнỹсем тунине мĕнпе сăлтавланă пулăттăр?

— Ял хуçалăхĕшĕн тĕп пуянлăх вăл — пулăхлă çĕр-аннемĕр тата, паллах, унăн çыннисем. Ỹсен-тăран культурисенчен пысăк тухăç илесси çĕр агротехникине пăхăнса ĕçленинчен нумай килет. Унсăр пуçне, палăртнă тĕллевсене çулран-çул ăнăçлă пурнăçлама пултарнине тỹррĕнех ял хуçалăх организацийĕсем машинăпа трактор паркĕсене тăтăшах хăватлă йышши техникăпа пуянлатнипе çыхăнтаратпăр. Паянхи самантпа усă курса хуçалăх производствинче тимлекен кашни уйрăм çынран пуçласа тĕрлĕ шайри специалиста, ертỹçĕне тав сăмахĕ калас килет. Ăнăçу тилхепине çирĕп алăра тытакан, малашлăха курса ăнтăлакан ертỹçĕрен нумай килнине вара хамăр курса ĕненетпĕр. Вĕсем пурте: Петр Скворцов, Валерий Падуев, Валерий Германов, Юрий Лапшин, Юрий Викентьев, Владимир Рахмуллин, Николай Гладков, Вячеслав Кузнецов, Юрий Мясников, Гурий Федоров, Николай Головин, Юрий Галкин, Андрей Васильев, Алексей Емельянов тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсене ертсе пыракансем — мухтава тивĕçлĕ. Вĕсемпе пĕрле АПК ветеранĕсене те отрасле аталантарма пулăшнăшăн, хăйсен ĕç ăсталăхне çамрăксене панăшăн тав тăватпăр.

Светлана АРХИПОВА калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code