Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Елчĕк пикинчен» — шоу

«Елчĕк пикинчен» — шоу

Округри культура керменĕнче иртекен «Елчĕк пики» конкурса кашни çулах кайса курма тăрăшатăп. Унта тупăшакансен сцена çинчи сăпайлăхне, тавра курăмне, ĕçченлĕхне, пултарулăхне , чиперлĕхне хăв тĕллĕн хаклатăн. Вĕсен калаçу культури, тыткаларăшĕ, мимики те жюри йышăнăвне пысăк витĕм кỹрет.

Çамрăксем юратакан конкурс кăçал та иртрĕ. Анчах кунашкаллине астумастăп. Чăн-чăн шоу!

Мероприяти ячĕ — Мисс Яльчики 2023 (афишăсенче те, экран çинче те çапла). Унта «Визитная карточка», «Национальный костюм», «ЗОЖ», «Таланты», «Красота в погонах», «Дефиле в платьях» текен тĕрĕслевсем пулчĕç. Конкурса ертсе пыракан пĕтĕмпех вырăсла çавăрттарчĕ. Хĕрсем наци тумĕпе тухнă май тăван чĕлхе илтĕнме пуçланăччĕ те, çав самантрах хутăш чĕлхе вăй илчĕ, малалла каллех вырăслану.

Кăмăл-туйăм 1-мĕш конкурсрах — «визиткăпа» хуçăлчĕ. Тăхăр конкурсантка та хура костюмпа, хура куçлăхпа. Кашниех хăйĕнпе паллаштарасса кĕтетĕп. Пулмарĕ, ертỹçĕ вĕсемшĕн хăй калаçрĕ. Вырăсла ĕнтĕ.

Пикесен çитменлĕхĕ мар ку. Сценарие çапла калăпланă, мĕн тăвăн? Вĕсем сăмахланине ытти конкурсра та илтме тỹр килмерĕ. Пĕри сăвă вуларĕ, 4-шĕ юрларĕç. «Калаçу» та çавă çеç. Юрă-ташă ăсталăхне хаклас тĕллевĕм çук, ку — уйрăм çивĕч тема. Каçарăр, «Красота в погонах» пайĕнче ыйтусене хуравланă чухне 3-4 сăмах пулчĕ кашнинчен. Хуравĕсене малтанах пĕлтерсе хуни те вăрттăнлăх мар.

Конкурсра вара Патреккел хĕрĕ Елена Плотникова çĕнтерчĕ. Пĕлтĕр те çав ялтанахчĕ: Юлия Воронцова. Кăçал вăл жюри йышĕнче пулчĕ те, икĕ конкурса танлаштарса мĕнле пĕтĕмлетỹ турĕ-ши?..

Чăвашлăха пĕтĕм чун-чĕрипе парăннă И.Я.Яковлева халалласа вуншар мероприяти йĕркелеççĕ округра, хаçатра тăтăшах çыратпăр. Унпа çыхăнтарса пĕр тĕрĕслев кĕртнĕ пулсан мĕнлеччĕ? Конкурсăн тĕллевĕ те çапла: чăвашлăха тĕрлĕ енлĕн палăртасси. Республика, Раççей шайĕсенчи пикесен пултарулăх тупăшăвне çапла йĕркелеççĕ те. Тата пĕтĕмпех — чăвашла.

Пирĕн Елчĕкре, мĕн, «çĕнĕлле-и»?!

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code