Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Вĕренĕве ĕçре çирĕплетеççĕ

Вĕренĕве ĕçре çирĕплетеççĕ

Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул никĕсĕ çинче тракторист-машинист профессине алла илме пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ ятарлă классенче вĕренекенсем, шкулти вĕренỹ программипе килĕшỹллĕн, производство практикинче тимлеççĕ.

Çапла майпа 10-11-мĕш классенче вĕренекенсем вырăнти ял хуçалăх предприятийĕнче çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлакан механизаторсемпе юнашар тăрса кашни кунхи хĕрỹ ĕçе хутшăнаççĕ. Ĕçре пысăк ăсталăх илнĕ наставниксен çумĕнче пулса вĕренекенсем ял хуçалăх машинисемпе тĕрлĕрен агрегатсене «чун» кĕртме хутшăнаççĕ.

Машиноведени предметне ертсе пыракан В.Курчин тата производство вĕренĕвĕн мастерĕ Г.Корнилов малтан, паллах, вĕренекенсемпе ĕç сыхлавĕ тĕлĕшпе инструктаж ирттернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code