Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мĕнпе савăнтарĕ уяв?

Мĕнпе савăнтарĕ уяв?

Чăнах та, Республика кунĕ кăçал мĕнле çĕнĕлĕхпе савăнтарĕ-ха? Уявсен мероприятийĕсем Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта иртессине вулакан пĕлет ĕнтĕ. Унчченхи çулсенчи пекех, уяв икке пайланать: ĕçлĕ пай тата культурăпа кану пайĕ.

Шупашкар экономика форумĕ (ЧЭФ) кăçалхипе 13-мĕш хут пулать. Унăн плошадки — «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕ. Программăра: бизнес-тĕл пулусем, «çавра сĕтел», конференцисем. Регионсем хушшинчи «Регионсем — чикке пăхăнман туслăх» курав 30-мĕш хут иртĕ.

Халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри ХХХI фестивальне 300 çынна яхăн хутшăнĕ. Пур çĕртен те пуçтарăннă чăвашсен Акатуйĕ июнĕн 24-мĕшĕнче Хĕрлĕ лапамра савăнăç парнелĕ. Ача-пăча Акатуйĕ те Раççейри 1 пин ытла ачана пуçтарĕ.

Тĕп хулари тепĕр çĕнĕлĕх — Чечек фестивалĕ. Ăна Анне монуменчĕ патĕнче йĕркелĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code