Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ватлăх — пехил çăл куçĕ

Ватлăх — пехил çăл куçĕ

Çын ĕçпе çитĕнет, çĕкленет, пурнăçне тĕревлет. Хăйĕн харсăрлăхĕпе ачи-мăнукне ырă тĕслĕх çулĕпе чуптарать.

Тăрăм ялĕнче пурăнакан 85 çулхи Маргарита Григорьева асăннă шухăша хăйĕн кун-çул уттинче çирĕплетнĕ ватă. Вăл Тип Тимеш ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Сакăр ачаран çемьере виççĕмĕш пулнă вăл. Ашшĕ, Николай Кириллович, 1943 çулта вăрçăран йывăр аманса таврăнать. Çавна пулах пурнăçĕ те кĕске килсе тухать унăн: 1958 çулта çĕре кĕрет. Çамрăк хĕр малалла вĕренме каяймасть — колхозăн сысна фермине ĕçе вырнаçать.

Выльăх-чĕрлĕхе юратни унăн малашнехи ĕçĕ-хĕлĕн никĕсĕ пулса тăрать. Çулне кура мар яваплăха туйса тăрăшнă вăл. Çавна май çитĕнĕвĕсем те ỹссех пынă, тĕрлĕ шайра палăрнă. 1979, 1980 çулсенче «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи», 10-мĕш тата 11-мĕш пилĕкçуллăхри ĕçри кăтартусемшĕн «Ударник» паллăсене, 1983 çулта «Чăваш Республикинчи чи лайăх пăру пăхакан» ята тивĕçнĕ. Маргарита Николаевна 1981 çулта чысланă СССР Халăх çитĕнĕвĕсен куравĕн бронза медальне те типтерлĕ упрать. Ĕç ветеранĕ те вăл.

1964 çулта маттур та чипер хĕр Тăрăм ялĕн каччипе, Николай Григорьевпа, пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. 58 çул килĕштерсе, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăннă вĕсем. Çĕршывăн тивĕçлĕ гражданинĕсем пулма çичĕ ача çуратса ỹстернĕ. Харсăр хĕрарăма патшалăх «Ача амăшĕ» медальпе тата III степень «Ача амăшĕн мухтавĕ» орденпа чысланă. Шел, Коля тете виçĕ çул каялла пиртен уйрăлса кайрĕ.

Григорьевсен ывăл-хĕрĕсем пурте пурнăç çулĕ çинче çирĕп тăраççĕ. Чи асли, Раиса, Шупашкарти пĕр Перекет банкĕнче ĕçлесе пенсие тухнă. Унăн тăрăшулăхне ЧР Президенчĕн Тав çырăвĕпе хакланă, 2003 çулта «Çулталăкри профессионал» ят панă. Анатолий мĕн çамрăкран колхозра ĕçлеме пуçланă. Паянхи кунччен, пĕр улшăнмасăр 19 çул, «Рассвет» ЯХПКра ферма заведующийĕнче вăй хурать. Владимир — полици капитанĕ, пенсионер. Çар ĕçĕсен ветеранĕ «Службăра палăрнăшăн» тата ытти наградăна тивĕçнĕ. Еленăпа Галина хăйсен пурнăçне сывлăх сыхлавĕпе çыхăнтарнă. Василипе Валерий — йĕкĕрешсем. Пĕрремĕшĕ — Елчĕкри пушар хуралĕн чаçĕн начальникĕ, ЧР тава тивĕçлĕ çăлавçи. Валерий те унтах, караул начальникĕ.

Çак пысăк та туслă çемьен пĕрлештернĕ ĕç стажĕ — 432 çул! Çакăн пек çынсем çинчен Турă калани тĕрĕсех: «Эсир — çĕр тăварĕ».

Рита инке паян тĕп килте, Василий ывăлĕн çемйипе, пурăнать.14 мăнукпа 10 кĕçĕн мăнукĕ ватă çыннăн пуянлăхĕ, мухтавĕ. Çемье тĕревĕн, чĕре ырăлăхĕн вăйĕ мĕн тери кирлĕ пулнине кăтартса парать Рита инке.

«Çемьере чи малтан мĕн кирлĕ?» — тесе ыйтсан ватă хĕрарăмăн хуравĕ çапла пулчĕ: «Килĕшỹ, хисеплени, чăтăмлăх».

Çак сăмахсене пирĕн, хăвăртлăх ĕмĕрĕнче пурăнакансен, асра тытмалла. Тĕп кĕтесре, турăшсен айне çырса хурсан та вырăнлă.

Александр СОРОКИН.
Тăрăм ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code