Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Анатолий Узюкин – тĕнче чемпионĕ

Анатолий Узюкин – тĕнче чемпионĕ

Санкт-Петербург хулинче кире пуканĕ йăтассипе çамрăксен тĕнче чемпионачĕпе первенстви иртнĕ.

Пĕлтерĕшлĕ ăмăртура Таяпа Энтри ялĕнче çуралса ÿснĕ, Шупашкарти Н.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕн студенчĕ Анатолий Узюкин спорт мастерĕ палăрнă. 68 килограма çитичченхи виçери атлет икĕ пăтлă кире пуканне йăтса икĕ енлĕ кĕрешÿре 195,5 очко пухма пултарнă. Çакă – Чăваш Енĕн рекорчĕ!

Тĕнче чемпионне тата унăн пĕрремĕш тренерне Олег Федорова пĕтĕм кăмăлтан саламлатпăр, малашлăхра та ăнăçу сунатпăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code