Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Налуксем енĕпе çăмăллăхсем пулĕç

Налуксем енĕпе çăмăллăхсем пулĕç

Республикăра пĕчĕк тата вăтам бизнеса налуксем енĕпе çăмăллăхсем пама хатĕрленеççĕ.

Сăмах тирпейлекен производствăсене, наука-тĕпчев енĕпе ĕçлекенсене, социаллă предпринимательлĕхе тĕревлесси, предпринимательсемшĕн налук каникулне 2024 çулччен тăсасси, ытти çăмăллăх пирки пырать. Налуксене чакарнине кура бюджет çĕр-çĕр миллион тенкĕ çухатать, анчах власть экономикăри çăмăл мар тапхăрта çак çухату бизнеса кÿрекен курăмлă пулăшу пулнине кура упранса юлакан производствăсемпе, ĕç вырăнĕсемпе, ыттипе çаврăнса килессе, усăллă пуласса шанать.

Çăмăллăхсене вăя кĕртмелли саккун проектне Патшалăх Канашĕн иртнĕ сессийĕнче пĕрремĕш вулавпа ырланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code