Кунта «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Пĕчĕк çĕршывăн культури» проектпа килĕшỹллĕн тĕп юсав ĕçĕсем пуçланнă.
«Магнат» сахал яваплă общество рабочийĕсем 1970 çулта тунă çуртăн çи виттипе урайне, чỹречисемпе алăкĕсене улăштарĕç. Çутăпа сантехникăра та çĕнĕлĕх пулĕ. Контрактпа çирĕплетнĕ пĕтĕмĕшле сумма — 9190,7 пин тенкĕ.

