Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пирĕн Хĕрлĕ Çар салтакĕсемпе совет халăхĕ пысăк тĕрĕслев витĕр тухнă. Пурте кар! тăнăран анчах эпир тĕнчене ирсĕр фашизмран тасатма пултарнă.
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче ирхине 4 сехетре фашистла Германи тата унăн союзникĕсем пирĕн çĕршыв çине хаяррăн тапăнса кĕнĕ. Тăшман Рига, Виндава, Либава, Шауляй, Каунас, Вильнюс, Гродно, Лида, Волковыск, Брест, Кобрин, Слоним, Бобруйск, Житомир, Киев, Севастополь тата ытти хуласем, чугун çулсем, аэродромсем, тинĕс-çар базисем çине бомбăсем пăрахма тытăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă.
Иртнĕ статьяра эпĕ вулакана Патреккел ялĕнчи вăрçă ветеранĕсемпе — стрелоксен 149-мĕш дивизийĕнче çапăçнă ентешсемпе паллаштарнăччĕ. Паян вара çак темăна тăсса Смоленск облаçĕнче çапăçнисем пирки каласа парасшăн. Сахаллăн мар вĕсем: А.П.Петров (1917-1942), Р.И.Крылов (1905-1942), В.В.Васильев (1905-1942), Е.П.Доброхотов (1902-1942), П.А.Орлов (1899-1942), А.В.Добронравов (1923-1942), В.Ф.Филимонов (1916-1941), А.Е. Доброхотов (1907-1942), А.Г.Владимиров (1914-1943), А.З.Захаров (1905-1995). 1941 çулхи çулла тата кĕркунне нимĕçсен командованийĕ хăйĕн тĕп вăйне Мускав фронтне пухнă чухне шăпах Смоленск çĕрĕ çинче хĕл çитиччен тĕп хулана хăвăрт ярса илмелли паллă «блицкриг» планĕ каялла чакнă. Хĕрлĕ çар, 1941 çулхи раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче контрнаступлени пуçарнăскер, тăшмана 100-250 километр каялла хĕстерме пултарнă.
1942 çулхи кăрлачăн 20-мĕшне Можайска ирĕке кăларнă. Кăрлачăн 24-мĕшĕ тĕлне вара Хĕвел анăç фрончĕн çарĕсем, хăйсен яваплăх зонинче ĕçлекенскерсем, Мускав облаçне оккупантсенчен тасатнă. Смоленск облаçĕ еннелле тапăнма тытăннă. Нимĕç çарĕсем Погорелое поселокĕнчен пуçласа Аржаники, Акатово (Гжатскран хĕвел тухăç енче) тата Темкино урлă Юхнов патне çитиччен хатĕрленĕ оборона линийĕ çинче çеç чакма пултарнă. Гжатскран çур çĕртен кăнтăр-хĕвел тухăç еннелле нумай çухрăм тăсăлакан çак фронт линийĕ çĕнĕ чикĕ пулса тăнă.
1942 çулхи пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Варшава шоссе çинче, уйрăмах Зайцева Гора таврашĕнче, çапăçусем çĕнĕрен хаяррăн пуçланнă. Çак çапăçусем 50-мĕш çарăн сулахай флангри операцийĕсен пайĕ пулнă. Унта çав чаçсемех хутшăннă. 1942 çулхи нарăс уйăхĕнчен пуçласа 1943 çулхи кĕркуннечченхи çапăçу тапхăрĕ 50-мĕш çарăн пур дивизийĕсене те тенĕ пекех нумай хутчен урăх çĕре куçарнипе палăрнă. Çав шутра Зайцева Гора таврашĕнчи операцисем те.
Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче 50-мĕш çар хăйĕн наступленине малалла тăснă. Бабенки, Абрамовка, Есипово, Малое-Среднее, Макаровка районĕсене ярса илнĕ. Унăн вăйĕсен пĕр пайĕ «Мускав-Варшава» автоçулпа тытса чарма пултарнă. Çак хаяр çапăçусенче Патреккел ялĕн каччи, стрелоксен 290-мĕш дивизийĕн салтакĕ Александр Петрович Петров 1942 çулхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче пуçне хунă. Ăна Мосальски районĕнчи Макаровка ялĕнче пытарнă. 50-мĕш çарăн 173-мĕш стрелок дивизийĕн тепĕр салтакĕ Василий Васильевич Васильев 1942 çулхи ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче Смоленск облаçне ирĕке кăларнă чухне пуçне хунă. Ентеше Барятино районĕнче пытарнă.
1942 çулхи нарăс уйăхĕнче 5-мĕш çар стрелоксен темиçе дивизийĕ Мускав-Минск автоçулĕнчен кăнтăралла, Семеновское, Васильки, Некрасово ялĕсем таврашĕнче, наступлени пуçланă. Вăл секторта тăшман оборонине çĕмĕрсе кĕме май килмен. Хĕвел анăç фрончĕн командованийĕ 5-мĕш çар командующийĕн Л.А.Говоров генералăн Гжатскран çурçĕр-хĕвел тухăç енчи оборонăна çĕмĕрсе кĕмелли планне ырланă. Кунта 1942 çулхи пуш уйăхĕн пуçламăшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕ вĕçĕччен юнлă çапăçусем пынă.
Чи хаяр çапăçусем вара Груздево, Сорокино, Чурилово, Медведки, Акатово ялĕсем патĕнче пулнă. Тăшманăн кашни блиндажĕшĕн 40 таран совет салтакĕ вилнĕ. Гжатск районĕнче 1942 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче стрелоксен 19-мĕш дивизийĕн салтакĕ Родион Иванович Крылов вилнĕ. Пысăк çухатусем тỹснĕ хыççăн Хĕвел анăç фрончĕн çарĕсем 1942 çулхи çурла уйăхĕн вĕçĕнче оборона йышăннă.
«Погорело-Городищенская» наступлени операцийĕ, Карманово ялĕ таврашĕнчи (1942 çулхи авăн уйăхĕ) тĕрĕслевсем çĕнтерỹпе, анчах пысăк çухатусемпе вĕçленнĕ. Кунта пирĕн ырă пуласлăхшăн хăйĕн пурнăçне панă Прокопий Антонович Орлов выртать. Манăн асаттен кĕçĕн шăллĕ, Вăрăмхăва ялĕн каччи Иван Кириллович Кирилловăн шăпи те унран кая мар синкерлĕ: вăл та 1942 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Карманово ялĕшĕн пынă çапăçура пурнăçне татнă. 1942 çулхи кăрлачпа раштав уйăхĕсенче Ржев патĕнчи тискер çапăçăвăн чи паллă тапхăрĕ пулнă. «Марс» операци — нимĕçсен 9-мĕш çарне çавăрса илме пĕрлехи наступлени тума хăтланни. Унта Калинин тата Хĕвел анăç фрончĕсем хутшăннă. Тăшман вăйĕсене пăрса ярас тĕллевпе пĕр вăхăтрах «Великие Луки» операцине йĕркеленĕ.
Ку тăрăхра Хĕрлĕ Çарăн çухатăвĕсем питĕ пысăк пулнă: 335 пин çын. Историксем çухату шайне 4Ỹ1, нимĕçсен майлă, кăтартаççĕ. Çакă атакăсен калама çук пысăк йывăрлăхне кăтартса парать, пирĕннисем час-часах мина уйĕсене лекнĕ. Нимĕçсем 40 пине яхăн çын тата 400 яхăн бронетехника çухатнă. Унтах 20-мĕш çарăн 354-мĕш стрелоксен дивизийĕн 1199-мĕш стрелоксен полкĕн салтакĕ Александр Егорович Доброхотов 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче паттăрла пуçне хунă. Ăна Смоленск облаçĕнчи Сычевка районĕнчи Холм ялĕнче пытарнă.
Владимир Филимонович Филимонова 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнчен çапăçура хыпарсăр çухалнă тесе шута илнĕ. Ун пирки кайран Смоленск облаçĕнчи Ельня районĕнче шырав ушкăнĕ палăртнă. Медальон тăрăх пĕлнĕ. Вăл Ушаково ялĕнче ĕмĕрлĕх вырăн тупнă.
Ельня икĕ хутчен алран алла куçнă. 1941 çулхи юпа уйăхĕнче хулана совет çарĕсем ют алла хăварнă, авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче пуçланнă наступлени хыççăн хулана каллех ирĕке кăларнă. Хула икĕ çул хушши фашистсен оккупацийĕнче тăнă. Ельнăна юлашки хут ирĕке кăларасси 1943 çулхи çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче «Ельня-Дорогобуж» операцийĕ вăхăтĕнче иртнĕ.
Патреккел ялĕнчен Смоленск тварашĕнчи çапăçусенче тăватă çын хыпарсăр çухалнă, вĕсен вилнĕ е пытарнă вырăнĕсене тупайман: Выйгетов Павел Евстафьевич (1921-10.1941), Добронравов Павел Егорович (1917-8.1941), Иванов Петр Андреевич (1914-8.1941), Плотников Гронид Мартынович (1910-11.1941). 1942 çулта хыпарсăр çухалнисен шутне 15 çын кĕнĕ ĕнтĕ. Блинов Авксентий Степанович (1911-4.1942), Блинов Петр Степанович (1909-10.1942), Воронцов Тимофей Иванович (1906-5.1942), Дозоров Семен Николаевич (1908-12.1942), Ефимов Аркадий Михайлович (1908-1.11.1942), Иванов Никандр Хрисанович (1908-8.1942), Малов Иван Степанович (1916-3.1942), Миллин Егор Кузьмич (1904-7.1942), Орлов Аверкий Павлович (1901-7.1942), Орлов Василий Петрович (1903-5.1942), Семенов Александр Николаевич (1915-9.1942), Скворцов Григорий Степанович (1899-10.1942), Скворцов Петр Матвеевич (1915-8.1942), Фролов Аверкий Павлович (1900-5.1942), Чернов Зинон Осипович (1913-10.1942).
Петр КИРИЛЛОВ.

