Понедельник, 23 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Наркотик сутасшăн пулнă

Наркотик сутасшăн пулнă

Ленинград облаçĕнче пурăнакан 26 çулти каччă тĕлĕшĕпе Çĕмĕрле район сучĕ айăплав приговорĕ хатĕрленĕ. Ăна ушкăнпа пĕрле пысăк калăпăшпа наркотик сутма хăтланнăшăн айăпланă.

Çамрăк çын регионта контактсăр мелпе синтетика наркотикĕсем сарассипе йĕркеленĕ ятарлă ушкăнра тăни палăрнă. Вĕсем вăрттăн вырăнсене закладка хурса çỹренĕ. 2025 çулхи чỹк уйăхĕнче М-12 трассăн Çĕмĕрле округĕ урлă иртекен çулĕ çинче Раççей ФСБ Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем фигурантăн автомобильне чарнă. Ăна тĕрĕсленĕ хыççăн саккунсăр çаврăнăшран 2,8 кг ытла наркотик кăларнă.

Суд айăпланакана çирĕп режимлă юсану колонийĕнче 7 çул та 1 уйăхлăх ирĕкрен хăтарма йышăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code