Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çулталăк пуçланнăранпа

Çулталăк пуçланнăранпа

республикăра сим-бокссен 5 операторне тупса палăртнă. Администраторсем тара тытнă хваттерсенче полици ĕçченĕсем Росгварди пулăшнипе 17 çыхăну тĕввине туртса илнĕ.

Шупашкарта пурăнакан 33-ри арçыннăн сим-боксĕсемпе тĕп хулара тата Хусанта 10 пин ытла сим-карта çыхăнтарнă. Çак оператора тата преступление хутшăннă ытти çынна Раççей ШĔМĕн ятарлă техника мероприятийĕсен бюровĕн тата Раççей ФСБ Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем, çавăн пекех Росгварди спецназĕ пĕрле тытса чарнă.

Айăпланакансене 6 çуллăха ирĕкрен хăтарĕç, 2 млн тенкĕ таран штраф тỹлеттерĕç.

Сим-бокс — телефон ултавçисене номере улăштарса çынсен шанăçне кĕме май паракан хатĕр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code