Чăваш Енре диверсипе разведкăн условлă ушкăнĕн ĕçне чарас тĕлĕшпе ятарлă тактика вĕренĕвĕсем иртнĕ.
Вĕсене регионти оперативлă штаб йĕркеленĕ. Вĕренỹсен вăхăтĕнче хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли мерăсене пурнăçланă, ведомствăсен пĕрлехи ĕçĕн хăнăхăвĕсене çирĕплетнĕ, оперативлă лару-тăру йывăрлансан усă курмалли вăйсен тата хатĕрсен хатĕрлĕхне кăтартнă. Мероприятие ФСБ, ШĔМ, МЧС, Росгварди управленийĕн, Раççей Следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕн, патшалăх влаçĕн тата хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсем хутшăннă.

