Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнтерÿпе таврăннă

Çĕнтерÿпе таврăннă

Елчĕк штангисчĕсем республикăри юниорсемпе çамрăксем хушшинчи ăмăртăвĕнчен çĕнтерÿпе таврăннă.

Районăн пĕрлештернĕ командинчи тĕрлĕ виçери Д.Портнов, Д.Смирнов /Елчĕк/, А.Абрамов, А.Абрамова, Э.Маркова, Д.Перцев /Кивĕ Эйпеç/ пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. Хăйсен виçисенче çавăн пекех И.Абрамов /Кивĕ Эйпеç/, А.Киселев, А.Архипов, Д.Казеев, Д.Иванов, А.Абдулхаиров /Елчĕк/, А.Плотников, Е.Плотникова /Патреккел/ тата хулара вĕренекен Елчĕк студенчĕсем палăрнă.

2004 çулхи тата унран кĕçĕнреххисен хушшинчи командăсенчен Елчĕксем пĕрремĕш, 1996-2003 çулсенчи çамрăксем хушшинче виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Штангистсен çитĕнĕвĕсенче В.Марков, А.Портнов, Б.Клементьев тренерсен тÿпи пысăк.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code