Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Умра 100 çулхи юбилей

Умра 100 çулхи юбилей

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявласси çинчен» указа алă пуснă.

Республика кунĕпе пĕр килекенскерпе çыхăннă тĕп мероприятисем çитес çул Шупашкарта тата Хĕрлĕ Чутай районĕнче иртĕç. Анчах та ку ыттисем аяккинче юлассине пĕлтермест. Ял кунĕсем, районсенчи праçниксем – Мускав таранах. Республика юбилейне халалланă мероприятисем пуçланнă теме те юрать ĕнтĕ. Пултарулăх ушкăнĕсен пысăк делегацийĕ нумаях пулмасть Крыма, Севастополе çитсе килнĕ. Чăвашсем йышлă пурăнакан ытти регионта пулма тĕллев лартнă – уяв кăмăл-туйăмне инçетре пурăнакан йăхташсем те туйччăр. Тепĕр енчен, уяв юрă-ташăпа кăна асра юлмалла мар. Михаил Васильевич экономика пирки манма юраманнине те аса илтернĕ: паллă куна ĕçри çитĕнÿсемпе, экономикăна хывакан инвестицисене пысăклатса кĕтсе илни вырăнлă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code