Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕненỹпе çăлăнăç çинчен

Ĕненỹпе çăлăнăç çинчен

— Типĕ вăхăтĕнче аш-какай, сĕт-çу çиме юрамасть тетпĕр. Типĕ тытнă кунсенче вăй-халпа ĕçлемелли йывăр ĕçсене тумалла пулсассăн, калăр-ха, епле ĕçлемелле?

— Выльăх-чĕрлĕхпе ытти чĕрчунсене тата этеме пултарнă чухне Турă вĕсене пурне те курăкпа тăранса пурăнмалла тунă. Пирĕн вар-хырăм та, хул-çурăм та аш-пăша йышăнса пĕтереймест. Çавăнпа кĕлеткере сиенлĕ япаласем пухăнма тытăнаççĕ, чир-чĕрсем пуçланса каяççĕ. Кам та кам аш-какай анчах çисе пурăнать — çавă пит çиллес этем, хаяр кăмăллă çын. Пахча кỹрсе тăракан çимĕçсемпе пурăннă чухнех пирĕн кăмăлăмăрсем йăвашланма пуçлаççĕ. Авă, тинкерĕр, слонсем, лашасем, вăкăрсем — пĕри те аш, кăлпасси тата ытти йышши тутлă апат çимеççĕ, анчах та вĕсем курăк çинипех пит вăйлă. Апла пулсан, пахча çимĕçпе курăкра та хул-çурăма тытса усрама мĕн кирли пĕтĕмпех пур.

Хамăр кăмăл тусах типĕ тытмастпăр пулсан, вăйпах типĕ тытма тăрăшмалла. Кăмăла пăхса тăмалла мар. Çăкăр таврашне витрене, çỹп-çап купи çине мĕн чухлĕ пăрахмарăмăр пуль! Ĕлĕкхи çынсем вара епле пурăннă? Çулталăкра 280 кун хушши типĕ тытнă! Çапла вара вĕсем выльăх-чĕрлĕх паракан апат таврашне: аш-пăша, сĕт-çăва, çăмарта таврашне нумай перекетленĕ. Çăмартана пухса чиркỹ тунă çĕре панă. Çыннисем вара, пирĕнпе танлаштарсан, темиçе хут сывлăхлăрах пулнă. Халĕ ĕнтĕ типĕ тытмастпăр — сывлăхĕ те çук. Тутлă çиетпĕр вĕт-ха? Сывлăхĕ вара мĕншĕн çук? Тутлă апат этеме хăйне «çиме» тытăнать: пуç ыратать, юн пусăмĕ хăпарать, урасем шыçăнаççĕ, чĕре сикет… Этемĕн хул-çурăмне пĕтĕм сиенлĕ япала тулса ларнă.

Ялти кăмакана хутакан çын аван пĕлет: хутма тесе кăмакана вутă чиксе тултарсан, уçмалли-хупмаллисене кирлĕ пек уçса хупман пулсан, тĕтĕм урамалла мар, пỹрте тухса тулать. Кăмака тĕтĕм ан кăлартăр тесен, мăрьене тасатса тăмалла, вут-шанкине те виçеллĕ çеç хумалла, сывлăш куçса тăракан вырăнсене кĕлпе хăрăмран тасатмалла. Этемĕн ăш-чиккинче те çавнашкаллиех пулса иртет. Кăмака хăрăмпа та кĕлпе тулса ларнă пек, этемĕн пĕверĕсемпе пỹрисем, вар-хырăм таврашĕ сиенлĕ япаласемпе тулса тăрать. Вĕсене епле тасатмалла? Типĕ тытса, таса шыв ĕçсе.

Чиркỹре пĕтĕмпех ăслă, вырăнлă йĕркепе пулса пырать. Çулталăкра 365 кун, вĕсенчен 280 кунĕ — типĕ тытмалли. Типĕ тытма ятарласах палăртнă вăхăтсем — тăваттă. Унсăр пуçне, кашни юнкунпа эрнекун типĕ тытмалла. Çак кăтартнă вăхăтсенче типĕ тытса этем хăйне хăех аван тасатать. Вăл хăйне çăмăл, аван туякан пулса çитет.

Типпе хăнăхма йывăр-и? Паллах, çăмăл мар, йывăр. Пĕрре хăнăхиччен кăна çапла ку. Пĕрре хăнăхсан, типĕ тытни епле усăллă пулнине пĕлсе çитсен этем хăех типĕ тытма пуçлать. Чылайăшĕсем типĕ тытмалли вăхăт иртсе кайнăшăн пăшăрханаççĕ. Вĕсемшĕн аш-пăш çисе пурăнма хăнăхасси йывăр япала.

— Çул çинче çỹрекенĕн типĕ тытмалла-и?

— Апостолсенчен юлнă йĕрке тăрăх, çул çỹревçĕсем типĕ ытла хытах тытмасан та пултараççĕ. Апла пулин те вĕсен пулăран ытла урăх нимĕн те: аш-пăш та, çăмарта та, сĕт-çу та çиме юрамасть. Тĕслĕхрен, Петрпа Павел Апостолсен типпинче пулă çиме юрать, юнкунсемпе эрнекунсемсĕр пуçне. Эпир çав типĕре çул çỹретпĕр пулсан, юнкунсемпе эрнекунсенче те пулă çиме юрать.

Амвросий (ЮРАСОВ) архимандрит.

(«Ĕненỹпе çăлăнăç çинчен» кĕнекерен).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code