Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пулăшушăн — тав

Пулăшушăн — тав

Çутă чунлă çынсем пуртан пурнăç лăпкă та илемлĕ. Вĕсем пулăшу аллине тăсса чун-чĕререн теприне ырă тума васкаççĕ.

Автовокзалти «Флоренция» чечек салонĕн хуçи Екатерина Дементьева Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркĕве капăрлăх кỹрес тĕлĕшпе час-часах чĕрĕ чечексен карçинккисене парнелет. Темле пулсан та, чĕрĕ чечек таса çурта илем кỹрет, праçнике ăшăлăх кĕртет.

Екатеринăна тав туса илем тата хитрелĕх парнелессипе çыхăннă ĕçĕнче çитĕнỹсем сунас килет.

Силуан КОЗЛОВ,
чиркỹ настоятелĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code