Чăваш Республикин Прокуратури банк учрежденийĕсенчен пĕринче ĕçленĕ çын тĕлĕшпе айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ. Ăна банк шутĕнчен пысăк калăпăшпа вăрланăшăн, компьютерти информаципе усă курнăшăн, укçа куçармашкăн суя хушу хатĕрленĕшĕн айăплаççĕ.
Следстви тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, банк ĕçченĕ клиентсенчен пĕрин расчет шутĕнче пысăк сумма пулнине пĕлнĕ. Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăл хайхи клиентăн заявленине улăштарса çырнă, ĕçри компьютерпа тата программа тивĕçтерĕвĕпе усă курса пĕчĕк сумма куçарнă. Çакна никам та асăрхаманнине кура тепĕр кунне хăйĕн шучĕ çине 15 млн тенкĕ куçарнă.

