Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Юратнă вĕрентекенĕм

Юратнă вĕрентекенĕм

Кирек кам та, хуть те хăçан та хăйне ăс-пĕлỹ панă вĕрентекенне е вĕрентекенсене аса илет. Кăçал, Педагогпа наставник çулталăкĕ тесе палăртнăран, юратнă çыннăмăрсем çинчен пушшех те ырăпа калаçатпăр.

Манăн юратнă учителĕм вара — Анатолий Александрович Сайкин. Кĕскен пулсан та, ун çинчен хаçатра çырма сăлтав та пулчĕ-ха: пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче 90 çул тултарчĕ вăл. Юбиляра Елчĕк территори пайĕпе вăтам шкул представителĕсем саламларĕç, парнесем парса чысларĕç. Уйрăмах Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн саламĕпе кăмăлтан паллашрĕ ĕç ветеранĕ…

А.Сайкин Елчĕкри вăтам шкула (1950), И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне (1955) пĕтернĕ. Ĕлĕкрех аслă шкултан вĕренсе тухакансене çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне янă ĕçлеме. Никам та турткалашса тăман пулĕ. Анатолий Александровича ĕç биографине Челябинск облаçĕнчи пĕр шкулта уçма тỹр килнĕ — физикăпа тата математикăпа вĕрентнĕ. Договорпа килĕшỹллĕн виçĕ çул ĕçлемеллех пулнă. Урал тăрăхĕпе маларах сыв пуллашма ăна Совет Çарĕн (1955-1957) ретне тăни «пулăшнă». Салтак тумне хывсан çамрăк 5 çул тăван районти çут ĕç пайĕнче инспекторта тăрăшнă. Ун хыççăн 35 çул пĕр улшăнмасăр Елчĕкри вăтам шкулта ачасене пĕлỹ панă.

Анатолий Александрович пире физикăпа вĕрентнĕ тата класс ертỹçи пулнă. Нихăçан та сасă хăпартса курман, пуринпе те, çав шутра шухă ачасемпе те пĕр чĕлхе тупатчĕ, час-часах шỹтлесе те илетчĕ вăл.

«Аслă учитель» ята илнĕ вĕрентекенĕмĕр общество ĕçĕсенчен те пăрăнса юлман. 1966-1975 çулсенче вăл наука тата вĕренỹ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ, 70-мĕш çулсенче физика учителĕсен районти меслетлĕх пĕрлешĕвĕн ертỹçи пулнă. Пропагандист, «Пĕлỹ» обществин лекторĕ те вăлах. Астăватăп: А.Сайкин районти культура çуртĕнче Космонавтика кунĕнче доклад вулатчĕ. Хăйĕн пуçарăвĕпе пĕр хутчен мар йĕркеленĕ çакна. Халăх лăк тулли пуçтарăнатчĕ.

Анатолий Александровича вĕренỹпе воспитани ĕçĕнчи тата обществăри хастарлăхшăн СССР Çут ĕç министерствин (1979), РСФСР çут ĕç министерствин (1967) Хисеп грамотисемпе чысланă. «Халăх çут ĕç отличникĕ» паллă та пур унăн.

Тыл ветеранĕ мăшăрĕпе — Ираида Герасимовнăпа шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ паян. Ачисем, округ тулашĕнче тымар янă пулсан та, вĕсем патне килсех çỹреççĕ. Ватăсем мăнукĕсемпе киленме кăмăл пуррине те пытармаççĕ. Вĕсем — пиллĕкĕн.

Юратнă учителĕмĕр пире пурнăç çулĕ çине кăларса янăранпа кăçал 30 çул çитет. Вăхăт иртет пулсан та, унпа çыхăннă ырă аса илỹсем пирте манăçмаççĕ. Ăна эпир çирĕп сывлăх, телей сунатпăр. Утас çулăр вăрăм пултăр Сирĕн, Анатолий Александрович!

Ольга ЛЕВАЯ (Тябукова).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code