Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ача сачĕн – пĕчĕк юбилей

Ача сачĕн – пĕчĕк юбилей

Историшĕн вăтăр çул вăл самант çеç.

Çапах шăпăрлансене пурнăç шкулĕнчи пĕрремĕш утăмсене тума вĕрентнĕ воспитательсене ырăпа, тулли кăмăлпа аса илмелли пайтах. Вĕсем-çке тин калаçма вĕренсе пыраканскерсене воспитани парса шкула ăсатаççĕ.

Шăмалакри ача сачĕ 30 çулхи юбилейне паллă турĕ. Шăпах виçĕ теçетке çул каялла ун чухнехи «Слава» колхоз председателĕ, ЧР, РФ ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Иван Денисов пуçарăвĕпе çĕкленсе ларчĕ вăл. Çак тапхăрта вун-вун пепке çитĕнсе малалла кайнă. Вăтăр çул каялла ача садне çÿренисем паян хăйсен ывăл-хĕрне кунта çавăтса килеççĕ. Пĕлеççĕ вĕсем: кунта ырă кăмăллă та çепĕç педагогсем тăрăшаççĕ.

Уяв ячĕпе воспитательсене район пуçлăхĕ, шкул директорĕ И.Васильева, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Егоров, ялти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи В.Усанова библиотекарь тата ашшĕ-амăшĕ саламларĕç. Хăнасем шăпăрлансене тĕрлĕ парнесем парса савăнтарчĕç.

Уява ачасен юрри-ташши илем кÿчĕ.

И.ВОРОНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: уявра.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code