Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 11 çулта пулнă

11 çулта пулнă

Мартăн 4-мĕшĕнче Патреккелĕнче пурăнакан Ольга Николаевна Петрова 90 çул тултарчĕ. Çак çула çитсе пурнăçри хăш та пĕр пулăм манăçать пулĕ, анчах хаяр вăрçă çулĕсем хĕрарăм асĕнчен нихăçан та тухмаççĕ.

Фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине тапăнса кĕнĕ хыпара пуçласа илтни пирки çапларах аса илет Ольга Николаевна:

– 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ питĕ пăлхануллă кун пулчĕ. Эпĕ ун чухне вунпĕр çулхи хĕр ачаччĕ. «Вăрçă пуçланнă, вăрçă пуçланнă!» – шавларĕ халăх çак кун. Унăн хаярлăхне малтанхи тапхăрта эпир ăнлансах та кайман пуль.

Ольгăн ашшĕне – ăста тимĕрçĕне Николай Константинович Кузнецова /вăл 1909 çулта кун çути курнă/ ялти ытти вăй питти арçынсемпе пĕрле вăрçа илсе кайнă.

Вăрçă çулĕсем пирки каласа панă чух кинемин куçĕсем шывланаççĕ.

– Вăл вăхăтра пурин те шăпи пĕрешкел пулчĕ. Пĕр эпир анчах мар, çĕршыври пур çын та йывăр нуша тÿсрĕ. Кашни килтенех çывăх çыннисене вăрçа ăсатрĕç. Чылайăшĕ ашшĕне, пиччĕшĕ-шăллĕне, ытти тăванне вăрçăран кĕтсе илеймерĕ. Фронтран таврăннисем те пысăк нушаллăччĕ, ытларах пайĕ аманнăччĕ. Асаттепе асаннен пурĕ 6 ача пулнă. Икĕ ывăлĕ – манăн аттепе Евмений тете /1916 çулта çуралнă/ çапăçу хирĕнчех юлнă. Вĕсем вилни çинчен пĕлтернĕ çырусене пĕр вăхăталлах илтĕмĕр. Атте 1943 çулхи январĕн 14-мĕшĕнче, Евмений тете февралĕн 22-мĕшĕнче вилнĕ. Аттене Воронеж облаçĕнче Михайловский хуторта, шăллĕне Украинăри Луганск облаçĕнчи Лутугинск районĕнчи Елизаветовка ялĕнче пытарнă.

Атте вăрçа тухса кайсан йывăр ĕç пурин хулпуççийĕ çине тиенчĕ. 4 ачапа тăрса юлнă аннене уйрăмах йывăр килчĕ. Ăна пăртак та пулин пулăшас тесе эпир пучах пухма, пăрçа çулма çÿреттĕмĕрччĕ. Хушнă пĕр ĕçрен те пăрăнман. Йĕтем çинче те пилĕк авнă.

Петровсем – Ольга Николаевнăпа Владимир Васильевич 6 ача çуратса ÿстерсе тивĕçлĕ воспитани панă, вĕрентсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Шел пулин те, Владимир Васильевич 70 çулта пурнăçран уйрăлчĕ.

Ольга Николаевна ĕç ветеранĕ паянхи кун Николай ывăлĕн çемйипе пурăнать.

– Текех усал вăрçă ан кĕрлетĕр çĕр чăмăрĕ çинче. Эсир яланах тăнăç та лăпкă пурнăçпа пурăнăр, – тет вăл 7 мăнукĕпе 7 кĕçĕн мăнукне лăпканă май.

О.Петровăна юбилей ячĕпе тус-тăванĕсем, Елчĕк ял тăрăхĕн ертÿçи А.Смирнова, «Прогресс» хуçалăхĕн представителĕ Т.Добронравова саламларĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code