Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Турист кешбэкĕн программипе

Турист кешбэкĕн программипе

килĕшÿллĕн январĕн 18-мĕшĕнче канма каймалли путевкăсене сутасси старт илчĕ.

Чăваш Енре пурăнакансем кешбэк илсе каллех çĕршыв тăрăх курса çÿреме пултараççĕ. Федераци программипе килĕшÿллĕн путевкăсене сутасси апрелĕн 12-мĕшĕччен тăсăлать. Апрелĕн 30-мĕшĕччен çул çÿреве кайма мĕнпур майсем пур.

– Çак енĕпе çулталăк ĕçлесе çак пулăшу мерисем кирлине кăтартса пачĕ. Иртнĕ çул республикăн 1,5 пин хăни путевка тăкакĕн пĕр пайне каялла илме пултарчĕ. Федераци пуçарăвне хутшăннисен йышне 3 санатори тата 4 хăна çурчĕ кĕчĕ. 2022 çулта та çак программăна ытти отельсем те кĕме хатĕррине курса тăратпăр. Наци проекчĕн тĕп задачисенчен пĕри – шалти туризма аталантарасси – пурнăçа кĕрсе пырать, – палăртнă Экономика аталанăвĕн министерствин ертÿçи Дмитрий Краснов.

Федераци пуçарăвне хутшăннисен йышĕнче «Надежда», «Чувашия», «Солнечный берег» санаторисем, «Чувашия», «Россия», «Волга Премиум», «Ибис» хăна çурчĕсем. Туроператорсемпе отельерсем çĕнĕ сĕнÿсем хатĕрлеме пуçăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code