Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Чун юрласан, чĕре ташласан

Чун юрласан, чĕре ташласан

Шупашкарти Трактор тăвакансен завочĕн культура керменĕнче «Çирĕп пирĕн çунатсем» ятпа республикăри аслă ăру çыннисен пĕрремĕш фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Ăна республикăри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Аслă Çĕнтерỹ 72 çул тултарнине халалланă.

Конкурс-фестивале хутшăнакансемпе куракансене Чăваш Республикин культура министрĕ К.Яковлев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ А.Аршинова, Чăваш Республикинчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен организацийĕн председателĕ Г.Васильев сывлăхпа ăнăçу сунчĕç.

Уява 56 коллектив, пĕтĕмпе 600 çын ытла, хутшăнчĕ. Вĕсем тĕрлĕ енĕпе тупăшрĕç. Тỹскел ялĕнчи «Шуçăм» фольклор ушкăнĕ вара «Фольклор пултарулăхĕ» номинацие хутшăнчĕ. Чăваш Ен Наци телерадиокомпанийĕ çак пултаруллă ушкăн сцена çинче кăтартакан ĕлĕкхи йăла-йĕркесене, сăмахран, «Вăййа тухнине», «Питрава», «Пыл сăпасне», «Хур пусса хĕр çураçнине» «Ылтăн çỹпçерен» передачăра пĕрре мар кăтартнă. Хальхинче Тỹскелсем хĕре качча пама тупра хатĕрленине, ăна çураçнине кăтартса пачĕç. «Кайăк хур юрри», «Чỹрече умне хурăн лартăр» юрăсем куракансен чун-чĕрине ырă йăла-йĕркесене куç умне кăларса тăратрĕç пулĕ. Вĕсен пултарулăхне фестивале хутшăнакансемпе куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.

Жюри те кăмăллă пулчĕ. Тỹскелсене пултарулăха малалла аталантарма ăнăçу сунчĕ, диплом парса чыс турĕ. Пултарулăх ушкăнĕнчи çулпа чи аслă Г.Маркова Чăваш Республикинчи ветерансен канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине илме тивĕç пулчĕ.

Чи пултаруллă коллективсем гала-концерта хутшăнма тивĕçрĕç. Фестиваль-конкурсăн çĕнтерỹçи Тĕрлемесри культура çурчĕн халăх хорĕ пулчĕ. Çĕнтерỹçĕ коллектив Чăваш Республикин чысне ноябрь уйăхĕн 15-17-мĕшĕсенче Белгород хулинче хỹтĕлеме ирĕк çĕнсе илчĕ. Сăмах май каласан, фестиваль-конкурсра халăх ятне тивĕçнисем ытларах пулчĕç. Çавăнпа та вĕсен йышĕнче «Шуçăм» ушкăн чунĕсем юрланине, чĕрисем ташланине тивĕçлипе кăтартса пачĕç. Эпир маттурсемпе чăннипех мухтанатпăр.

Алина ЕРМОЛАЕВА,
Тỹскелĕнчи нумай функциллĕ культурăпа кану центрĕн заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code