Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Черетлĕ кăларăмра — Елчĕк çыннисем

Черетлĕ кăларăмра — Елчĕк çыннисем

Чăваш кĕнеке издательствинче «Чăвашсен паллă çыннисем» («Замечательные люди Чувашии») ярăмпа пичетленекен черетлĕ кăларăм тухрĕ.

Ф.Н.Козлов хатĕрленĕ «Братья Турхан: личности и время» ятлă кĕнеке чăваш историйĕнче, поэзийĕнче, халăх сăмахлăхĕнче, чиркỹ кун-çулĕнче тарăн йĕр хăварнă Якку, Энтри тата Хĕветĕр Турхансен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать. Автор архив докуменчĕсемпе, хаçат-журналта пичетленнĕ материалсемпе, тишкерỹсемпе усă курнă, çыравçăсен тăванĕсемпе калаçса хатĕрленĕ ĕçсене тĕплĕ тĕпчесе кашнин пурнăçне туллин çутатса панă. Кăларăм ỹкерчĕксемпе те пуян.

Çак кĕнекепе пĕр вăхăтра тенĕ пекех Турхан ялĕнче мăнаçлă палăк çĕкленсе ларчĕ. Ял халăхĕ пĕр тăван Турхансем тăван яла таврăнчĕç тесе палăртрĕ. Мĕншĕн тесен виççĕшĕн те вил тăприйĕ тăван ялта мар: Яккуна 1935 çулта инçетри Архангельскра пуç янă, вăл унта 1938 çулта вилнĕ. Хĕветĕре 1931 çулта Улатăрти лагере хупнă, пĕр çултан унта вăрман каснă чухне сарăмсăр вилнĕ. Унăн та вил тăприйĕ çук. Энтрие те иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче тытса хупнă, анчах вăл çăлăнса тухнă. Юлашки çулĕсене вăл Патăрьел районĕнче пурăнса ирттернĕ — вил тăприйĕ Патăрьел масарĕнче. Апла тăк халĕ вĕсем палăк пулса чăннипех те тăван яла таврăнчĕç.

Вĕсем виççĕшĕ те палăка тивĕç — чăвашăн çĕнĕ литературин пуçламăшĕнче тăнă. 1874 çулта çуралнă Якку 1890 çулсенчех сăвă çырма пуçланă. Унăн «Варуççи» поэми чи малтан 1906 çулта Хусанта тухма пуçланă «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ. Вăл чăваш поэзийĕнче пейзаж тата философи лирикине пуçараканĕ шутланать. Хусанта вĕренсе тухсан Якку нумай вăхăт шкулсенче ачасене вĕрентнĕ.

Унран икĕ çул кĕçĕнрех Хĕветĕр те лирикăллă тата философиллĕ сăвăсем çырнă. Вăл ялта хресчен ĕçĕпе пурăннă. Пĕрех унран та айăпсăртан айăплав пăрăнса иртмен.

Яккуран 14 çул кĕçĕн Энтри те (тĕрĕссипе ăна Энтỹç тесе чĕннĕ, мĕншĕн тесен çемьере аслă Энтри те пулнă) Хусанта вĕреннĕ, революциллĕ хавхалануллă сăвăсем çырнă. Вăл революцичченех француз чĕлхинчен тỹрех чăвашла куçарнă. Сăмахран, «Интернационал», «Марсельеза», «Варшавянка» тексчĕсене. Каярах хăйĕн ют чĕлхе пĕлĕвне аталантарма Мускаври институтран вĕренсе тухнă. Тытса хупнă хыççăн ирĕке тухсан мĕн виличченех шкулта ачасене нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ.

Мĕн каламалли — Турхансем яланах çĕнни пуçĕнче тăнă, халăха аталанăва туртнă. Энтри Турхан 1918 çултан пуçласа мĕн виличченех çанталăка çырса пынă. Е тата вăл хумсем тытакан радио ăсталанă. Çапла майпа вăл Германи пирĕн çине тапăннине ял халăхне çĕртмен 22-мĕшĕнче 6 сехетрех хыпарланă. Пĕр тăван Турхансем халăх чунĕшĕн, таса шухăш-кăмăлĕшĕн тăрăшнă. Тĕрĕссипе, паян пурăнакан Турхансем те çавăн пекех маттур. Ахальтен ялта çак палăк çĕкленмен пулĕччĕ.

Çавăн пекех Чăваш кĕнеке издательствинче Атнер Хусанкайăн «Без иллюзий: мой временникъ» статьясен пуххи кун çути курчĕ. Унта тĕрлĕ çулсенче çырнă критика статйисене пĕрле пухнă. Кĕнекене автор ятарласа тĕрлĕ рубрикăпа пуян журнал принципне тĕпе хурса хатĕрленĕ. Атнер Петрович литература тата ỹнер статйисене Раççейре юлашки вăтăр çул хушшинче пулса иртнĕ улшăнусене шута илсе çырнă. Ỹнерçĕсем пирки калакан сыпăкра вулакансем В.Агеев, П.Пупин пултарулăхĕн хăйне евĕрлĕхĕ пирки те вуласа пĕлĕç.

О.ИВАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code