Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тивĕçлипе айăпланă

Тивĕçлипе айăпланă

Чăваш Республикинчи Следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕн ĕçченĕсем пуçтарнă çирĕплетỹсем Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 139 статйин — 1, 30 статйин — 3 тата 131 статйин 1 пайĕсемпе айăпланакан 43 çулхи гражданин тĕлĕшĕпе судра тĕрĕс йышăну тума çителĕклĕ пулнă.

Çак çын 2017 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче çĕрле хăйĕн 66 çулхи хĕресне амăшĕн килне саккунсăр майпа кĕрсе ăна мăшкăллама тăнă. Хĕрарăм арçынна хирĕç тăма, чỹречерен сиксе кỹршисем патне тарма пултарнăран анчах çакскер хăйĕн киревсĕр ĕçне пурнăçлайман.

Суд арçынна 2 çул та 8 уйăха пĕтĕмĕшле режимлă колоние юсанма яма йышăну кăларнă. Йышăну саккунлă вăя кĕмен-ха.

А.ИВАНОВ,
Чăваш Республикинчи Следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code