Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Килтен тухмасăрах

Килтен тухмасăрах

Раççей Федерацийĕн налук службин пулăшăвĕсене килтен тухмасăрах илме пулать.

Сăмахран, граждансем Интернета кĕрсе Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă налук тỹлекенĕн харпăр-хăй уйрăм кабинетне кĕрсе 3-НДФЛ налук декларацине пама, ЕГРЮЛтан кăтартусем илме, уйрăм предприниматель пек е юридици сăпачĕ пек регистрациленме, хăйĕн ИНН номерне пĕлме пултараççĕ.

Федерацин налук службинче çавăн пекех юридици сăпатне регистрацилеме май пур. Пĕрлехи порталта ку енĕпе тĕрлĕ информаци вырнаçтарнă, вĕсемпе пĕр чăрмавсăрах паллашма пулать. Хăйĕн бизнесне уçас текенĕн Пĕрлехи порталта регистрациленсе электронлă заявлени çырмалла, юридици сăпачĕ йĕркелеме кирлĕ документсен (вĕсен списокĕ асăннă порталта пур) скан-копийĕсене çирĕплетмелле. Çак пулăшупа усă курас тесен çирĕплетнĕ учет çырăвĕ кирлĕ. Электронлă майпа заявлени тăратсан 5 кунран кая юлмасăр харпăр-хăй уйрăм кабинетра налук органĕнчен электронлă мелпе алă пуснă тата патшалăх регистрацине çирĕплетекен документ килет. Çав документа кайса илмелли çеç юлать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code