Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Ăста учительсен ачисем те маттур

Ăста учительсен ачисем те маттур

Аса илтеретпĕр, хальхи вăхăтра шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри предметсен олимпиадин регионти тапхăрĕ иртет.

Юлашки вăхăтра астрономи тата технологи предметне кăмăллакансем тупăшнă. Елчĕк шкулĕнчи 11 класри Е.Агеева олимпиадăра астрономипе çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи 11 класри К.Чернов призерсен йышне кĕнĕ. Елчĕкри А.Мальцевпа А.Нягин та технологипе призлă вырăнсем йышăннă.

Палăртса хăвармасăр иртес килмест: А.Даниловпа Н.Чернов тата С.Долгов вĕрентекен ачасем çулсерен республика шайĕнчи олимпиадăсенче курăмлă ÿсĕмсем тăваççĕ. Ăста учительсен ачисем те çивĕч ăс-тăнлă, района çÿле çĕклеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code