Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Йывăр атлетика

Тутарстанри Бугульма хулинчи «Юность» спорт шкулĕнче Атăлçи федераци округĕн чемпионачĕ иртнĕ.

13 регионтан 235 атлет вăй виçнĕ унта. Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командин йышĕнче пирĕн ентешсем улттăн ăмăртнă. Вĕсенчен чемпионка ята Аслă Пăла Тимешри «Юман» спорт клубĕнче ăсталăха туптанă РФ спорт мастерĕ Любовь Мышова (Иноходова) тивĕçнĕ. Александр Портнов тренерăн тепĕр вĕренекенĕ — Анастасия Абрамова 2-мĕш пулнă.

х х х

Елчĕкри Спорт çуртĕнче йĕркеленĕ йывăр атлетсен асăну ăмăртăвне Александр Кедровпа Алексей Шляпина халалланă.

Хăйсен виçе категорийĕсенче пĕрремĕш вырăна Антонпа Ангелина Айметовсем, Богдан Карсаков, Герман Михайлов, Никита Яковлев, Даниил Немцев, Тихон Александров, Александр Киселев, Александр Плотников тивĕçнĕ.

Аслă Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекен Тимур Амасев штанга йăтассипе хăйĕн пурнăçĕнче пуçласа пьедесталăн чи çỹлти картлашки çине хăпарма пултарнă. Обществăлла тренерăн Николай Молоствовăн алли çăмăл пултăрах.

Регбол

Округшăн çĕнĕ спорт вăййине «Улăп» ФОКра йĕркеленĕ.

Чăваш Енĕн уçă чемпионатне хутшăнакансене малтанах Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР Правительство председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Енри регбол спорчĕн федерацийĕн ертỹçи, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Роман Алексеев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем — Юрий Попов, Петр Краснов, Владимир Викторов, Олег Мешков, Николай Малов тата ыттисем саламланă. Пĕтĕм Раççейри «Çемье вăрманĕ» экологипе çут ĕç проектпа килĕшỹллĕн Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсемпе пĕрле чăрăш лартнă — спортри туслăхпа пĕрлĕхе çирĕплетсе.

Хĕрỹ те çивĕч кĕрешỹре «Чувашия-1» команда «Рязане» пĕр очко та паман: 24:0! Виççĕмĕш вырăншăн пынă вăйăра «Чувашия-2» «Ульяновска» 16:6 шутпа парăнтарнă. Турнирта Елчĕк çамрăкĕсем те палăрнă.

Кире пуканĕ

спортне юратакансем Патăрьел округĕнчи Кивĕ Ахпỹрт ялне пухăннă.

«Çĕнтерỹ кубокĕ» ăмăртура 6 командăран ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Олег Федоров ертсе пыракан ушкăн пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Пилĕк спортсмен 1-мĕш, виççĕшĕ — 2-мĕш, тăваттăшĕ 3-мĕш.

Çăмăл атлетика

СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерне, Олимп вăййисен бронза призерне Ардалион Игнатьева асăнса ирттерекен йăлана кĕнĕ чемпионата Елчĕкри стадион-площадка йышăннă.

Округри пĕтĕм шкулсен тата ултă территори пайĕсен командисем вунпĕр дисциплинăра вăй виçнĕ. Мала тухнисене медальсемпе, дипломсемпе чысланă. Аслă Пăла Тимеш, Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Таяпа территори пайĕсен администрацийĕсем ăмăртăва пĕр çын та тăратма май тупайман.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code