Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шаннине, кĕтнине туйччăр

Шаннине, кĕтнине туйччăр

Республика, округ ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăна гуманитари пулăшăвĕ ярсах тăрать. Ыр кăмăллăх ĕçне предприятисемпе обществăлла организацисем, уйрăм пайтаçăсем, çавăн пекех вырăнти халăх та хастар хутшăнать.

— Пурте пĕрле кар тăрса çĕршывăмăра хỹтĕлекенсене пулăшни, вĕсем патне çитсе хавхалану кỹни темрен паха, — палăртать çак кунсенче Запорожье çĕрĕ çинче черетлĕ пулăшупа пулнă Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Вадим Чернов.

Хальхинче Украина çĕрĕ çине пуçласа Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Силуан атте те çитсе килнĕ.

— Çул çỹревĕн тĕп тĕллевĕ — хамăр ачасем патне Мăнкун савăнăçне илсе çитересси, калаçса вĕсен чунĕсене пусарасси пулчĕ. Эпир шаннине, хакланине, кĕтнине туйччăр салтаксем, — пĕлтерет Силуан атте.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code