Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Планран ирттерсе

Планран ирттерсе

Чăваш Енре наци проекчĕсемпе палăртнă кăтартусене 98,6 процент пурнăçланă.

Çакăн пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ. Сăмахран, иртнĕ çул пурăнмалли çурт-йĕр сахалтан та 716 пин тăваткал метр хута ямалла пулнă. Строительсем вара 850,6 пин ытла тăваткал метр тунă.

Кăçал та çак кăтартăва чакарасшăн мар: кăрлач-нарăс уйăхĕсенче 268 пин тăваткал метр хута яма ĕлкĕрнĕ.

Елчĕк муниципалитет округĕпе илес пулсан, пĕлтĕр наци проекчĕсемпе çыхăннă ĕçсене пĕтĕмпе 21 миллион та 340,6 пин тенкĕлĕх (100 процент) пурнăçа кĕртнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code