Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сывă пурнăç йĕркишĕн

Сывă пурнăç йĕркишĕн

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва пăхса тухрĕç.

Пуçарулăхшăн, ĕçри хастарлăхшăн хавхалантарассине яланах мала хунă май, Николай Петрович хальхинче Елчĕкре йĕркеленекен ача-пăча паркĕн сценине çĕнетсе хăтлăлатнă пултаруллă ăстасене – Григорий Григорьев уйрăм предпринимательпе Андрей Плотников строителе Тав хучĕсемпе чысларĕ.

Шăматкун çĕршыв шайĕпех «Нацисен кросĕ-2018» массăллă чупу иртнĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ спорт мероприятийĕ районта мĕнле иртни çинчен А.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕн директорĕ Роберт Григорьев каласа пачĕ, йăлана кĕнĕ 15-мĕш чупăва вăл кун районĕпе 2800 ытла çын хутшăннине пĕлтерчĕ.

– Сывă пурнăç йĕркине кашни кун тытса пымалла, – хăйĕн шухăшне палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, – ытларах çуран çÿремелле, чупмалла, велосипедпа ярăнмалла. Спортпа туслă çыннăн ĕç тухăçлăхĕ те пысăк.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ эстафетăра 2024 çул тĕлне республикăра физкультурăпа туслисен йышĕ 55 процента çитмеллине палăртнă. Пирĕн районта çак хисеп хальхи вăхăтра 41 процентпа танлашать. Эппин, вулаканăм, сывă пурнăç йĕркине мала хурар, кунсерен чун-кăмăлпа чупу сукмакĕсем çине тухар. Çавăн пекех ГТО нормисене тултарас тĕлĕшпе те малалла ĕçлемелле. Ку енĕпе вĕренÿ учрежденийĕсем ырă тĕслĕхре. Апла пулсан кашни ĕç коллективĕнчи кашни çын çак «ала» витĕр тухмалла.

Пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Зинаида Яковлева пенси тытăмне улшăнусем кĕртесси пирки чарăнса тăчĕ. Асăннă ыйтупа хаçатра тăтăшах тивĕçлĕ информацисем кун çути кураççĕ, малашне те паллашма пултарăр.

Налук пуçтарасси – кашни канашлура çĕкленекен ыйту. Мĕншĕн тесен ку тĕлĕшпе çивĕчлĕх пур: вырăнсенче ĕçлесе çитерейменни курăнать-ха. Аслă Таяпа, Аслă Елчĕк, Кĕçĕн Таяпа, Курнавăш ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Василиса Сапожникова, Валерий Афанасьев, Валерий Петров, Алексей Мартышкин налук политикине мĕнле йĕркелесе пынин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç, çитменлĕхсене çывăх вăхăтра пĕтерме шантарчĕç.

Районти тĕп вулавăш ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Сайкина хăй ертсе пыракан учреждени ĕçĕпе паллаштарчĕ.

Кунта тата ялсенчи вулавăшсенче тăрăшакансем паян кĕнеке е хаçат-журнал вулама сĕнекенсем кăна мар. Районти сакăр библиотекăра нумай функциллĕ центрăн «пĕр чÿречисем» ĕçлеме пуçланă. Унта халăха вун виçĕ тĕрлĕ муниципалитет пулăшăвĕ сĕнеççĕ. Электронлă базăсемпе усă курни право ресурсĕсемпе анлăн паллаштарма май парать. «Консультант плюс», «Гарант» тытăмсенче килен-каян тĕрлĕ информаци илме пултарать. Районти прокуратура, пенси уйрăмĕн, халăха социаллă пулăшу паракан тата ĕçе вырнаçтаркан центрсен специалисчĕсем уйрăм темăсемпе çынсемпе занятисем йĕркелеççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ вулав пирки те кăсăкланчĕ:

– Ачасем кĕнеке вулаççĕ-и?

– Юлашки вăхăтра «Интернет йăлăхтарса çитерчĕ» тесе килекенсем пур, – терĕ вулавăш ертÿçи.

Ку – ырă пулăм. Кĕнеке – чăн-чăн чун апачĕ. Ăна пуçа минретекен тĕрлĕ техникăпа улăштараймăн. Сывлăхлă пулас тесен те унпа виçеллĕ усă курни кирлĕ.

Канашлура район пурнăçĕшĕн пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене те тишкернĕ.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code