Паянхи кун округра пурăнакансенчен чылайăшĕ Елчĕкре йывăр атлетика спорчĕ мĕнле аталанса кайнине пĕлмест те пулĕ. Пĕтĕмпех пĕр çын штанга йăтма тытăннинчен пуçланнă тесен те йăнăш пулас çук. Совет Çарĕнче службăра тăнă вăхăтра Елчĕк çамрăкĕ Николай Мальков çирĕп хул-çурăмлă арçынсем помост çинче йывăр штанга çĕкленине пуçласа курнă. Виçĕ çул çар ретĕнче тăнă тапхăрта тĕреклĕ çамрăк хăй те штанга йăтассипе туслашса кайнă. Тăван яла таврăнсан вăл районти культура çурчĕ çумĕнче тимĕр вăййине юратакансен ушкăнне пуçтарнă, вĕсемпе тренировкăсем ирттерме тытăннă. Пирваях штанга вырăнĕнче трактор ураписенчен пуçтарнă хатĕр пулнă. Каярахпа çеç чăн штанга туяннă. Николай Мальков Елчĕк районĕнчи кăна мар, Юхмапа Каçал тăрăхĕнчи ял спортсменĕсенчен чи малтан çĕршыври «Урожай» ирĕклĕ спорт обществинче çĕнтерме пултарнă. Унăн ырă тĕслĕхĕ районти нумай çамрăка штанга, кире пуканĕ йăтма хавхалантарнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчен пуçласа паянхи кунчченех Елчĕк тăрăхĕнчи тимĕр вăййине юратакансем республикăра чи вăйлисен йышĕнче пулнинче унăн тата Анатолий Убасевăн тỹпи пысăкки пирки никам та иккĕленмест.
Аслă Елчĕк çамрăкĕ Анатолий Убасев аслă ỹсĕмри ентешĕсене курса çамрăклах штангăпа туслашнă. 1980 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физвоспитани факультетне вĕренсе пĕтерсен тăван района таврăннă. Тепĕр икĕ çултан Елчĕкре йывăр атлетика енĕпе ачасемпе çамрăксен спорт шкулне уçсан унта 36 çул директор, аслă тренер пулса ĕçленĕ. Çак вăхăтра вăл СССР тата Раççей Федерацийĕн 6 спорт мастерне, 10 спорт мастерĕн кандидатне, 100 яхăн пĕрремĕш тата иккĕмĕш разрядлă спортсмен хатĕрленĕ. Анатолий Петрович воспитанникĕсем республикăри, Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче питĕ нумай хутчен çĕнтернĕ. Ăна «Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят панă.
Паянхи кун Николай Мальковпа Анатолий Убасев пирĕн хушăмăрта çук. Пултаруллă тренерсен пархатарлă ĕçне сума суса округра вĕсен ячĕпе штангистсен республикăри уçă турнирне йĕркелеççĕ. Хальхинче вăл кивĕ çулăн юлашки кунĕсенче Елчĕкри А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн йывăр атлетика залĕнче иртрĕ. Ăмăртăва республикăри хуласемпе округсенчи çамрăк тата çитĕннĕ штангистсем хутшăнчĕç. Турнир участникĕсене округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Анатолий Убасевăн ывăлĕ Евгений Анатольевич, РФ тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Олимп вăййисен участникĕ Юрий Мышковец, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ Иван Егоров, Анатолий Убасев воспитанникĕсем — спорт мастерĕсем Александр тата Виктор Викторовсем, Борис Клементьев, Виктор Демьянов, Илья Ишмуратов тата ыттисем саламларĕç.
Турнир арçын ачасемпе хĕр ачасем, арçынсемпе хĕрарăмсем хушшинче иртрĕ. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене уйрăм виçесенче тата Синклер тытăмĕнче палăртрĕç. Мала тухнисене медальсемпе, дипломсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç, мĕнпур участника Çĕнĕ çул парнисемпе сăйларĕç.
Ăмăрту спонсорĕсем Елчĕк çамрăкĕсен фончĕ, «Зета» страховани компани, Францири «Сева» компани, Евгений Убасев пулчĕç.
Николай АЛЕКСЕЕВ.

