Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Хастар медсестра

Хастар медсестра

Венера Чернова — Елчĕкри тĕп больница поликлиникин процедура кабинечĕн медсестри. 2010 çултанпа, Шупашкарти медицина колледжне пĕтернĕренпе, ĕçлет унта. Хăйĕн тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланипе, сăпайлăхпа, чăтăмлăхпа палăрса тăрать. Пациентсем унăн ĕçĕпе яланах кăмăллă.

Венера Николаевна пĕр вырăнта лара-тăра пĕлмест — обществăлла ĕçсене хутшăнма та вăхăт тупать. Больницăри çамрăксен канашĕн ертỹçин çумĕ, «Медиксем-волонтерсем» ушкăн членĕ вăл. Çамрăксен совечĕ 2018 çулта республикăри сывлăх сыхлавĕнчи канашсен конкурсĕнче «Эпир — Раççей доброволецĕсем» номинацире çĕнтернĕ.

Больница коллективĕ регионти сывлăх учрежденийĕсен хушшинче иртнĕ «Хорсен тупăшăвĕ», вырăнти профсоюз организацийĕ çамрăксен канашĕпе мĕнле ĕçлесе пынин конкурсĕсенче 3-мĕш вырăн йышăннă. Çитĕнỹсенче В.Чернова сиплевçĕн тỹпи те пур.

Медик-волонтерсен «Сывлăх» ушкăнĕ «ЭСĔ пĕччен мар, ЭПИР — пĕрле» проектпа килĕшỹллĕн онкологипе чирлекенсене тата вĕсен çывăх çыннисене социаллă пулăшу параççĕ, шкул ачисемпе профилактика мероприятийĕсем йĕркелеççĕ, акцисене, флешмобсене хутшăнаççĕ. Хастаррисен йышĕнче каллех — Венера Чернова. Обществăри пултарулăхне кура ăна Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн А.Г.Аксаковăн Тав çырăвĕпе чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code