Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачаран упрар

Ачаран упрар

Апрелĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхин кунне паллă тăватпăр. Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче чăваш чĕлхине вĕрентес, аталантарас тата сыхласа хăварас, çитĕнекен ăрăва чăваш йăли-йĕркипе паллаштарас тесе нумай ĕç туса ирттеретпĕр. Уяв умĕн çулсеренех тăван чĕлхе эрнине ирттересси йăлара. Педагогсем ачасене яланах çак ăса параççĕ: хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăхăн та хăйĕн тăван чĕлхине, историне, культурине пĕлмелле.

Шкулта чăвашлăхпа çыхăннă культура кĕтесĕсем пур. Ачасене асатте-асаннесен сăмахлăхĕпе паллаштарас, халăх историне упраса хăварас тĕллевпе ĕçлеççĕ вĕсем. Ĕçре дидактика вăййисемпе те анлăн усă куратпăр. Вĕсем халăх историне асра тытма кăна мар, туслăх туйăмне çирĕплетме те пулăшаççĕ.

Тĕрлĕ конкурссене хутшăнни ĕçлеме, вĕренме хавхалантарать. Кăçал 3-мĕш класра вĕренекенсемпе округ шайĕнчи «Туслăх хĕлхемĕ» конкурса хутшăнса 2-мĕш вырăн йышăнтăмăр (сăн ỹкерчĕкре). Чăвашлăха ачаран упрар.

Зинаида МИХЕЕВА,
3-мĕш класра вĕренекенсен ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code