Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Чăваш Ен. Эпир хатĕр»

«Чăваш Ен. Эпир хатĕр»

Шупашкарти «Спартак» спорт шкулĕнче «Чăваш Ен. Эпир хатĕр!» чĕнÿпе ГТО фестивалĕ иртнĕ.

Республикăн тĕрлĕ районĕсенчен 120 яхăн çынна пуçтарнă вăл.

Мероприятие Раççейри «Ашшĕсен патрулĕ. Эпир хатĕр!» акцие хутшăннă май йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ – сывă пурнăç йĕркине аслисемпе ачасен пĕрле туслăн пăхăнмаллине, вăхăта çемьепе усăллă ирттермеллине, ГТО нормативĕсене те йышпа пĕрле пани кăмăла уçнине палăртасси.

Спорт уявне туслă çемьесем – ашшĕсемпе ачисем йышлăн хутшăннă. Вĕсен йышĕнче Елчĕксем те пулнă. Район хаçачĕн водителĕ Владимир Петров Миша ывăлĕпе, Тăрăмри Сергей Трофимов Светлана хĕрĕпе ГТО нормативĕсене панă. Икĕ çемье те начар мар кăтартусем тунă.

П.СМИРНОВ.

Сăн ÿкерчĕкре: Петровсемпе Трофимовсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code