Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çыруçă пулнă

Çыруçă пулнă

Манăн атте — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Иван Васильевич Тихонов (сăн ỹкерчĕкре) 1924 çулта Кивĕ Арланкасси ялĕнче çуралнă. Малтан ялти шкулта, унтан Энтепере пурĕ 8 класс таран вĕреннĕ. Каярах Лаш Таяпа шкулне 9-10-мĕш класа пĕлỹ пухма çỹренĕ, шкултан «5» паллăсемпе анчах вĕреннĕ.

Яваплăха туякан çамрăка шкул хыççăн тăван колхоза ĕçлеме чĕнсе илнĕ, тỹрех бригадир пулма çирĕплетнĕ. Вăрçă пуçланнă çул вăл 17 тултарнă, 1942 çулта фронта илсе кайнă. Малтанах Ленинградри тинĕс-çар флочĕн базине илсе каяççĕ ăна, кунта 6 уйăх хатĕрленỹ курсĕнче вĕренет. Унтан шăпа Владивостока илсе çитерет. Çыруçă пулса службăра 6 çул тăрать атте.

Тăван яла таврăннă хыççăн Шупашкарти учительсем хатĕрлекен институтра физикăпа математика факультетĕнче вĕренет, каярах кỹршĕллĕ Тутар Республикине кĕрекен Рункă ялĕнчи шкулта 1954 çултанпа алгебрăпа геометри вĕрентет, тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçлет. Ĕç ветеранĕн, вăрçă инваличĕн Хисеп хучĕсем чылай упранаççĕ.

Аннепе, Вера Алексеевнăпа, 6 ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă вĕсем. Альбина, Валентина, Светлана хĕрĕсем атте çулĕпе кайнă — вĕрентекен профессине алла илнĕ. Тамара — тава тивĕçлĕ ветеринар. Петя ывăлĕ агронома вĕреннĕ, тĕп бухгалтерта тăрăшнă. Антонина сĕт-çу заводĕнче вăй хунă.

Атте нихăçан та сасă хăпартса курман. Ун патне ял халăхĕ канаш-сĕнỹ ыйтма çỹренĕ. 5 мăнукĕ аслашшĕн-кукашшĕн çулне суйласа илнĕ — пурте вĕсем вĕрентекенсем.

А.КИЛЕЕВА. Елчĕк ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code