Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ĕмĕтсен елки» телей парнелет

«Ĕмĕтсен елки» телей парнелет

Пирĕн республика, çав шутра район та, Пĕтĕм Раççейри «Ĕмĕтсен елки» ыр кăмăллăх акцине хутшăнать.

Çак акцие, РФ Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕпе 3 çул каялла старт илнĕскере, районта иккĕмĕш хут йĕркелеççĕ. Декабрĕн 22-мĕшĕнче районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем – Петр Красновпа Юрий Попов пулчĕç. Вĕсем район пуçлăхĕпе Алина Васильевăпа, райадминистрацин пуçлăхĕпе – «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕн полномочийĕсене пурнăçлакан Леонард Левыйпа тата районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕпе Петр Хмелевпа пĕрле «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕ /ертÿçи Л.Павлова/ йĕркеленĕ «Ĕмĕтсен елки» акцие хутшăнчĕç. Вĕренекенсене çывхаракан уявсен ячĕпе саламланă хыççăн депутатсем ачасен Хĕл Мучирен парне ыйтса Çĕнĕ çул чăрăшĕ çине çакнă çырăвĕсене уçрĕç. 7 çулти Полина Воронцова /Патреккел/ Леонард Левыйăн парнине – компьютер креслине, Мария Герасимова /Тăрăм/ Юрий Поповăн парнине – хĕллехи тум комплектне илчĕç. Çакăн хыççăн ĕçлĕ ушкăн Аслă Елчĕк ялĕнчи Соня Волковăна /4 çулта/ çывхаракан Çĕнĕ çулпа саламларĕ. Соня Юрий Поповран типĕ бассейна тивĕçрĕ. Кавалти Егор Сальникова /13 çулта/ вара Петр Краснов хĕллехи тум комплекчĕпе савăнтарчĕ. Ачасене пылак çимĕçсемпе те хавхалантарчĕç. Вĕсен ашшĕ-амăшĕ ачисене пысăк тимлĕх уйăрнăшăн ертÿçĕсемпе депутатсене пысăк тав сăмахĕ каларĕç.

– Акци пире – аслисене те – самантлăха та пулин ачалăха тавăрать. Çĕнĕ çул умĕн ĕмĕтсене палăртатпăр, уяв çĕннине, ыррине илсе килессе чунтан кĕтетпĕр. «Ĕмĕтсен елки» акци ачасене пысăк савăнăç кÿрет. Парне илнĕ самантра вĕсен куçĕсенче çуталакан савăнăçа, вĕсен телейне курассишĕнех йĕркелемелле ăна. Сывлăх енчен кÿрентернĕ ачасене пысăк тимлĕх уйăрни уйрăмах ырă пулăм, – палăртать Петр Краснов депутат.

Асăннă акцие хутшăнса çывăх кунсенче сусăр ачасем патне районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем те парнесемпе çитĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Полина Воронцовăпа Мария Герасимовăна саламланă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code