Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта куçса çỹрекен «Герой ашшĕ» фотовыставка уçăлнă.
Курава Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин тата Çĕнтерỹпе патриотлăх çулталăкне халалланă. Проекта ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшакан «Çĕршыв хỹтĕлевçисем» Патшалăх фончĕн пуçарăвĕпе, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думипе «Единая Россия» парти пулăшнипе йĕркеленĕ.
Экспозицире — ашшĕсен сăн ỹкерчĕкĕсем. Вĕсем ятарлă çар операцийĕнче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă ывăлĕсен фотографийĕсемпе вĕсен наградисене — Раççей Геройĕн çăлтăрне тата Паттăрлăх орденне тытнă.
Курав ашшĕсен воспитани ĕçĕнчи витĕмлĕхне, çĕршыва сыхлассинче тивĕçпе чыс тĕп пахалăхсем пулмаллине çирĕплетет.

